Юпан 5-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 12 ҫулхи шкул ачи 7-мӗш хутран персе анни ҫинчен иртнӗ кунсенче эпир пӗлтернӗччӗ. 10-мӗш Пиллӗкҫуллӑх урамӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмах ҫинчен илтмен-пӗлмен ҫын та юлмарӗ тейӗн.
Паянхи кунсенче вара ҫак ӗҫ-пуҫпа тепӗр пӗлтерӳ тухнӑ. Чӗрӗ юлнӑ, анчах хытах сусӑрланнӑ 12 ҫулхи арҫын ачана васкавлӑ 4-мӗш ушкӑн юнӗ кирлӗ, резусӗ — пурлӑ (положительный).
— Кашни кун тенӗ пек пирӗн патне — юн илекен республика центрне — сусӑрланннӑ ачана пулӑшас тесе ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем юн пама килеҫҫӗ. Шӑпӑрлана пулӑшма кӑмӑл тӑвакансем хӑйсен ирӗкепе паспорт илсе центра килме пултараҫҫӗ. Юн пама киличчен апатланмасан лайӑх пулӗ, центрта вара вӗсене чейпе тивӗҫтерӗҫ, юн панӑ хыҫҫӑн ҫимешкӗн укҫине те уйӑрса парӗҫ, — пӗлтерет аслӑ тухтӑр Любовь Яковлева.
Енчен те сирӗн ҫӳллерех асӑннӑ юн ушкӑнӗ пулсан, инкеке лекнӗ ачана пулӑшас тесен, эсир Шупашкар, Пирогов урамӗ, 9 («Кривов урамӗ» чарӑну) адреспа килме пултаратӑр. Юнкунпа кӗҫнерникун станци ирхи 8 сехетрен ӗҫлеме тытӑнать.