Вӗренӳ учрежденийӗ ҫунма пуҫланӑ хыпар республикӑри инкекрен хӑтараксен службине ӗнер, юпан 8-мӗшӗнче 15:00 сехетсенче ҫитнӗ пулнӑ. Кӳкеҫ поселокӗнчи №27 профессиллӗ училищин хуҫалӑх пӳлӗме ҫулӑмпа хыпса илнӗ иккен.
Пушара хӑвӑрт кӑна килсе ҫитнӗ икӗ автоцистерна сӳнтерме тытӑннӑ. Турра шӗкӗр, ҫав вӑхӑталла занятисем вӗҫленнӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та учрежденире вӗренекенсем пулман. Ҫур сехет хушшинче вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушара тӗпипе сӳнтерме пултарнӑ. Пӑтӑрмах учреждение пӗлтерӗшлӗх мар шырлӑхсем кӳнӗ: ҫурт хӳмипе мачча хуралса ларнӑ ҫеҫ.
Республикӑри ИӖМ службинче пӗлтернӗ тӑрӑх пушар тухнӑ сӑлтавне те хӑвӑрт тӗпчеме пултарнӑ. 55 ҫулхи слесарь подсобкӑра пирус туртма шут тытнӑ иккен. Тивретнӗ пирусӑн «ҫӳпписем» ҫулӑма кӑларнӑ та. Чӗлӗм туртаканне те училище преподователӗсем ҫӑлнӑ.
Инкекрен хӑтаракансем палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх вӑхӑтра янранӑ сигнализаци учреждени ҫыннисене пулӑшу чӗнме май панӑ, ҫапла майпа ҫулӑм ытти пӳлемсене куҫма ӗлкереймен, сиенӗ те пӗлтерӗшлех мар пулнӑ.