Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Нумай енлӗ талант

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 11.10.2013 18:51 | 1901 хут пӑхнӑ

Ӗнер, юпан 10-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче «Нумай енлӗ талант» пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Ӑна Атнер Петрович Хусанкай 65 ҫул тултарнӑ ятпа хатӗрленӗ.

Литература музейӗн залӗнче халӑх тулли пухӑннӑччӗ — Атнер Петровича саламлама ӗҫтешӗсем, юлташӗсем, тӑванӗсем ҫитнӗччӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчен те, чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен те, ытти учрежденисенчен те ӑшӑ сӑмахсем илтрӗ юбилярҫӑ. Николай Фомиряков вара хӑйӗн икӗ ӳкерчӗкне парнелерӗ. Тепӗр ӳкерчӗк «Тӑван Атӑл» коллективӗнчен пулчӗ.

Хусанкай Атнер Петрович 1948 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вера Кузьмина чӑваш халӑх артисткипе Петӗр Хусанкай чӑваш халӑх сӑвӑҫин ывӑлӗ вӑл.

1966–1972 ҫулсенче Атнер Хусанкай Ленинград патшалӑх университечӗн хӗвелтухӑҫ факультечӗнче, 1973–1976 ҫулсенче СССР Ӑслӑлӑхсен академийӗн Тухӑҫ пӗлӗвӗн институчӗнчи аспирантурӑра вӗреннӗ. 1978–1990 ҫулсенче Атнер Хусанкай Чӑваш патшалӑх университечӗнче ӗҫленӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗнче чӗлхе пӗлӗвӗн пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. Халӗ тивӗҫлӗ канура.

Хусанкай Атнер Петрович Чӑваш наци конгресӗн пӗрремӗш Президенчӗ, хальхи вӑхӑтра ҫак организацире хисеплӗ Президент вырӑнӗнче.

1989 ҫулта Чӑваш ҫамрӑкӗсен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премиӗн, 1998 ҫулта Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ премиӗн лауреачӗ пулнӑ.

Сӑнсем (31)

#музейсем, #литература музейӗ, #пултарулӑх каҫӗсем

 

Комментари:

П.Сорокин // 4186.57.1361
2013.10.11 21:43
Пите камалла хыпар. Тавах!
Agabazar // 3280.54.9097
2013.10.13 00:16
Agabazar
А.П.Хусанкай Илле Иванова судпа айăпланине хирĕçлесе алă пуснă пулнă. Çак хыпар та сирĕншĕн кăмăллă-и? Çавăншăн та тав тăватăр-и?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем