Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Чӑваш литературин антологийӗ. Поэзи»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 11.10.2013 23:46 | 1063 хут пӑхнӑ

Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫак ятпа сӑвӑсен ҫӗнӗ пуххине кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Кӗҫех вӑл вулакан патне ҫитесси пирки иккӗленӳ ҫук.

Ӗнер ку кӑларӑмпа ӗҫлекен редколлеги пӗтӗмлетӳллӗ пухӑва пуҫтарӑннӑ. Унта кӗнекере пичетлемелли хайлавсен списокне ҫирӗплетнӗ.

Антологие пухаканӗсем тата редакторӗсем — Атнер Хусанкайпа Виталий Родионов филологсем, Юрий Сементер, Петӗр Яккусен тата Петӗр Эйзин сӑвӑҫсем тата Сергей Павлов ҫыравҫӑ.

Антологинче 250-а яхӑн сӑвӑ вырӑн тупмалла. Кӗнекере чул палӑксем ҫине ҫырса хӑварнӑ сӑвӑсем таранах кӗмелле. Ҫав вӑхӑтрах хальхи вӑхӑтри авторсем пирки те манман. Кӗнеке 600 страницӑна яхӑн хулӑнӑш пулӗ. Ӑна Ҫӗнӗ ҫул тӗлне кун ҫути кӑтартмалла.

Чӑваш поэзийӗн чи пӗрремӗш антологине 1908 ҫулта кӑларнӑ. Кайран та кун ҫути кӑтартакансем пулман мар-ха. Геннадий Айхи йӗркеленипе кун ҫути кӑтратнине акӑлчанла, итальянла тата венгрла куҫарса пичетленӗ.

#кӗнекесем, #пухусем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1388.html
 

Комментари:

Agabazar // 4268.00.8814
2013.10.13 14:09
Agabazar
Кун пирки калама, тен, каярах та юлнă пуль-ха та, çапах та 18-19-мĕш ĕмĕрсенчи сăвăсене хăй вăхăтĕнче мĕнле çапăннă çала курасшăн. Çырулăх тата орфографи евĕрлĕхĕсем таранах!
Agabazar // 4268.00.8814
2013.10.13 14:10
Agabazar
Тӳрлетӳ: ...мĕнле çапăннă — çапла курасшăн...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем