Ака уйӑхӗн 1-5-мӗшӗсенче Чӑваш Республикинчи вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви тата Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнӗ ятпа интернет-олимпиада ирттереҫҫӗ. Олимпиадӑна 9-11 класра вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Интернет-олимпиадӑна И. Я. Яковлев пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне тӗпчес ӗҫе ачасене явӑҫтарас, вӗсене чӑваш халӑх тата чӗлхин историйӗпе интереслентерес тата интернет технологисемпе туллинрех усӑ курма хӑнӑхтарас тӗллевсемпе йӗркеленӗ.
Олимпиада ыйтӑвӗсене интернетри http://pedkanash.chuvash.org сайтра ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вырнаҫтараҫҫӗ. Пӗтӗмпе вунӑ ыйту пулать. Вӗсен тулли хуравӗсене ака уйӑхӗн 6-мӗшӗччен civmih2@narod.ru адреспа электрон ҫыру ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ файл пек йышӑнаҫҫӗ.
9-пе 11-мӗш классенчи вӗренекенсем, ӑнӑҫу сире сунатпӑр!
Анюта // 2407.60.8991
2008.04.02 14:02 | |
http:// | |
илемпи // 3004.53.9023
2008.04.05 11:15 | |
Хуравĕсем:
1-мĕш ыйту: Çак сăмахсене Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Фёдоров каланă. 2- мĕш ыйту: ÿ сас паллине (Яковлев) 1873 çултан пуçласа усă курма тытăннă. (Краснов Н.Г. « И.Я.Яковлев и его потомки», Чебоксары, 2007, стр75) 3-мĕш ыйту: II Александр патшапа 1871 çулхи çĕртме е çу уйăхĕсенче ( лайăхах астумасть) Чĕмпĕр хулинче тĕл пулнă. Яковлев аса илĕвĕсем тăрăх вăл шуранка сăн- питлĕ, çÿллĕ кĕлеткеллĕ çын пулнă. Вăл сюртукпа пулнă. Патша ун асĕнче лайăхах мар туйăмсем тата шухăшсем хăварнă. .(И.Я.Яковлев. " Моя жизнь", Москва, " Республика", 1997, стр.150 ) 4- мĕш ыйту: И.Я.Яковлев 1857 çулхи октябрь уйăхĕнче комета курать. Вăл питĕ пысăк пулнă; хÿри те тÿпене талккишпех хупланă. Комета кăнтăр хĕвел анăçĕнчен тухнă. Çав çулхине 3 комета курăнма пултарнă: Д’ АРРЕ, Понса Виннекс, Туттля. (И.Я.Яковлев. " Моя жизнь", Москва, " Республика", 1997, стр. 79 ) 5-мĕш ыйту: Çĕр виçекен пулнă чух уйăхне Яковлев 10 тенкĕ шалу илнĕ.Çак укçа çумне хирте ĕçленĕшĕн 3 тенкĕ хушса тÿленĕ. Пĕтĕмпе вара ĕç укçи 13 тенке çитнĕ. Чаплă кĕрĕк çĕлеттересси 2 çула тăсăлнă.(И.Я.Яковлев. " Моя жизнь", Москва, " Республика", 1997, стр.105 ) 6- мĕш ыйту: хуравĕ çук. 7-мĕш ыйту: Ар гимназине кĕме Яковлев вырăс чĕлхипе историпе, нимĕç чĕлхипе, математикăпа экзаменсем тытнă. (И.Я.Яковлев. " Моя жизнь", Москва, " Республика", 1997, стр.121) 8-мĕш ыйту: хуравĕ çук. 9- мĕш ыйту: И.Я.Яковлев калавĕсен Л.Н.Толстой калавĕсемпе пĕр евĕрлĕрех пулнă. Толстойăн калавĕсен чăвашла куçарăвĕ Яковлевăн « Азбука» кĕнекине кĕнĕ. Кунта Толстойăн « Лгун» калавĕ Яковлевăн «Суеçĕ» калавĕпе пĕр пекех пулнине палăртмалла. ( «Дело его жизнь», Чебоксары, 2003 г., стр. 176) 10- мĕш ыйту: И.Я.Яковлев ача сачĕсем евĕрлĕ вĕренÿ учрежденисем пуçласа йĕркеленĕ. Вĕсем Яковлев çуралнă тăрăхра 19- мĕш ĕмĕртенĕ. ( Н.Г.Краснов. « И.Я.Яковлев и его потомки», Чебоксары, 2007, стр. 433.) 11- мĕш ыйту: хуравĕ çук. 12- мĕш ыйту: И.Я.Яковлев венгрсен паллă учёнăйĕсемпе В. Мункачипе тата Д. Мессарошпа тĕл пулнă. (И.Я.Яковлев. " Моя жизнь", Москва, " Республика", 1997, стр.23) |