Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Уйрӑм ҫын пурнӑҫӗ ал тупанӗ ҫинчи пек пулӗ-и?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 21.10.2013 17:48 | 1161 хут пӑхнӑ
Политика

Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тӗнче уҫлӑхӗнче ҫынсем усӑ куракан мӗнпур информацие тӗрӗслесе тӑма палӑртать иккен. Ҫакӑн пирки паян чылай интернет-кӑларӑм тенӗ пекех хыпарларӗ. Ҫӗнӗлӗх пирки вара малтанласа «Коммерсант» хаҫат пӗлтернӗ.

Интернет-уҫлӑхри ҫӑлкуҫсене ӗненсен, Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби провайдерсене интернет-трафик пирки информацие ҫырса пыма тата ӑна упрама хушасшӑн имӗш. Спецслужбӑсем интернет-правайдерсен даннӑйӗсен бази патне тӳрремӗнех тухайӗҫ, телефон номерӗсене, IP-адрессене, халӑх тетелӗсенче шута илнине, электрон почта адресӗсене тата тӗнче тетелӗпе усӑ куракансене сӑнаса тӑрӗҫ. Ҫавӑн валли кирлӗ оборудование операторсен ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вырнаҫтармалла иккен.

Ку хыпара тӗрлӗрен йышӑнакансем пур. Хӑшӗсем Сталин саманипе танлаштарнине те илтме тивет. Ун йышшисем уйрӑм ҫыннӑн пурнӑҫӗ ал тупанӗ ҫинчи пек пулӗ-шим тесе пуҫ ватаҫҫӗ. Хӑшӗсем вара: «Банкра укҫа-тенкӗ ҫук, ют арӑмсем патне чупмастӑп. Ман нимрен те шикленмелли ҫук», — тесе ал сулаҫҫӗ.

#тӗнче тетелӗ, #Раҫҫейре, #саккунсем, #политика

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://news.rambler.ru/21736367/
 

Комментари:

Agabazar // 1507.18.6587
2013.10.22 02:56
Agabazar
Çак хыпарта асăннă пулăм çинчен пуринчен те лайăхрах çырса кăтартаканĕ — Эльдар Муртазин. http://mrmurtazin.com/2013/10/21/bo ... sb-za-schet-biznesa/
Agabazar // 6576.2.1114
2013.10.22 07:25
Agabazar
Мĕншĕн иккĕмĕш комментари компьютера сӳнтерсе илнĕ хыççăн çеç яма май пур?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем