Ҫак вӑхӑтра Чӑваш наци вулавӑшӗн ертӳҫине шыраҫҫӗ — ку вырӑн Роза Лизакова хӑй ирӗкӗпе кайнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ имӗш. Хальхи вӑхӑтра вара пуҫлӑх тивӗҫӗсене Светлана Старикова туса пырать.
Ҫак ӗҫ вырӑнне йышӑнас текенсен ертӳҫӗре 5 ҫултан кая мар ӗҫленине тата аслӑ пӗлӳ илнине ҫирӗплетекен хутсене кӑтартмалла. Паллах, заявлени ҫырнисӗр, сӑнӳкерчӗк тивӗҫтермесӗр, анкета тултармасӑр, сывлӑх ҫирӗплӗхне ӗнентермесӗр ку ӗҫ иртмест. Хутсене чӳкӗн 6-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.