Ыран Шупашкара Хосе Асебильо испани архитекторӗ килмелле. Республикӑн тӗп хулинче вӑл пӗрремӗш хут мар. Хальхинче вӑл Шупашкарӑн тӗп пайӗ тата ун ҫывӑхӗнчи территори епле пулсан аванраххине калӗ, сӗнӳсем парӗ.
Официаллӑ мар лару-тӑрура халӑхпа сӳтсе явассине ыран Карл Маркс урамӗнчи 52-мӗш ҫуртри 2-мӗш хутра, 222-мӗш пӳлӗмре 16 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен сӳтсе явма палӑртнӑ. Тӗлпулӑва журналистсене, блоггерсене, хула аталанӑвӗпе кӑскӑланакан мӗнпур ҫынна йыхравлаҫҫӗ.
Хосе Асебильо пирки каласан, хула тӑвас ӗҫре вӑл тӗнчери пысӑк специалистсенчен пӗри. Асебильо, сӑмахран, Швейцаринчи Архитектура тытӑмӗсен офисӗн студийӗн тӗп архитекторӗ, Барселонӑри хула аталанӑвӗн агентствин тӗп директорӗ, Британи архитекторӗсен королевски институчӗн хисеплӗ членӗ, Гарвардри дизайн курсӗн профессорӗ, Швейцаринчи Луганӑри архитектура факультечӗн профессорӗ, Лондон мэрӗн канашҫи, тӗрлӗ преми лауреачӗ. Хосе Асебильо Барселонӑна 1992-мӗш ҫулхи Олимп вӑййи валли хатӗрленӗ. Вӑл Европӑри тата Раҫҫейри чылай хула аталанӑвӗ пирки сӗнӳсем панӑ.