Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Эрнекун Хусанта Тутарстан чӑвашӗсен пухӑвӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 04.11.2013 16:29 | 1365 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Олег Цыпленков сӑнӗ
Олег Цыпленков сӑнӗ

Эрнекун, чӳкӗн 1-мӗшӗнче, Хусанта Тутарстан чӑвашӗсен отчётпа суйлав пухӑвӗ иртрӗ — икӗ ҫул хушшинчи ӗҫе тишкерсе пӗтӗмлетрӗҫ. Депутатсен йышӗнче районсенчи тата хуласенчи наци автономийӗн уйрӑмӗсенчен суйланӑ ҫынсем пулчӗҫ. Пухӑва Тутарстанӑн тӳри-шарисем те хутшӑннӑ, сӑмахран, ТР Патшалӑх Канашӗн Председатель ҫумӗ Римма Ратникова. Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче суйланнӑ ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов та хутшӑннӑччӗ.

Хусанти пухура иртнӗ ӗҫсене сӳтсе яврӗҫ, малалла тумалли плансене палӑртрӗҫ. Тутарстанра наци политикин концепцине йышӑнни республикӑри халахсен культурине те чӗлхисене те упраса аталантарма пулӑшни пирки сӑмах каларӗҫ. Константин Яковлев хӑйӗн сӑмахӗнче 2014 ҫулта республикӑри тӗрлӗ кӗтесӗнчи чӑваш ачисем валли сывлӑха ҫирӗплетмелли уйлӑх (лагерь) йӗркелеме планлани пирки каларӗ. Вӗренӳри улшӑнусене сӳтсе явма Анат Камӑри гимназире кашни ҫул вӗрентекенсен пухӑвне йӗркелеме те сӗнчӗҫ.

Суйлавра, виҫӗ кандидатурӑна пӑхса тухрӗҫ — хальхи вӑхӑтра ертсе пыракан Константин Яковлева, «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторне Константин Малышева тата Хусанти чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫине Александр Саиткина. Суйлав икӗ ҫул малараххи евӗрлех вӗҫленчӗ — Тутарстан чӑвашӗсен наци автономине ертсе пыма Константин Яковлевах шантарчӗҫ.

Пухӑва хутшӑннисем ҫак мероприяти ЧНК Аслӑ пухӑвӗнчен самай ҫӳллӗ шайра, самай тухӑҫлӑрах иртни пирки сӑмахларӗҫ.

#Хусан, #Тутарстан, #суйлавсем, #пухусем, #ЧНК, #ТР ЧНКА

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем