Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑха ҫухатнӑран 777 ҫул ҫитнине асаилчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 04.11.2013 20:58 | 2059 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Паян Шупашкарпа ун ҫумӗнче вырнаҫнӑ Вӑрманкас ялӗ чиккинче чӳк ирттерчӗҫ. Чӑваш тӗнне тытса пыракансем ку вӑхӑтра Кӗр сӑри ирттереҫҫӗ — ӑна вӗсем 1236 ҫулта пирӗн халӑхӑн малтанхи патшалӑхне тутар-монгол ҫарӗсем аркатнӑ хурлӑхлӑ куна асаилсе йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вара унтанпа 777 ҫул ҫитнӗ иккен — ӑна асӑнса ирттерчӗҫ те.

Кӗр сӑри чӳкне пурӗ 50 яхӑн ҫын пухӑнчӗ — вӗсем чӑваш халӑхӗн пултаруллӑ та маттур ывӑлӗсемпе хӗрӗсем. Ҫавӑн пекех юнашар вырнаҫнӑ Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен ялсенчи ҫынсем те сахал марччӗ.

Чи малтанах пуҫтарӑннӑ халӑх мӑнаҫлӑ элемпе утса тухрӗ, кайран вара кӗлӗ вуланӑ тата чӳкленӗ хыҫҫӑн вӑйӑ карти йӗркелерӗ. Кӗр сӑрине вӗҫленӗ майӑн така пусса техӗмлӗ шӳрпе тутанчӗҫ.

Халӑхӑн йӑли-йӗркине темле хӗтӗрсен те пӑрахмассине пӗлтерсе сӑтӑрҫӑсен «ӗҫне» те тӳрлетрӗҫ: юпа ҫумӗнчи шӑтӑка хупларӗҫ, йӗри-тавра ҫавӑрса илнӗ картапа килӗшменнине кӑтартса ун урлӑ каҫса кӗчӗҫ.

Сӑнсем (131)

#Лапсар ял тӑрӑхӗ, #Шупашкар, #чӳксем, #уявсем, #Кӗр сӑри, #Вӑрманкас

 

Комментари:

sahvandey // 1356.36.4522
2013.11.04 23:43
Пăхса тухрăм фотосене,тавтапуçь Микулай,маттур,тăрăшатăн,
шел пулин те çамрăк çынсем сахал,ку çуллă-сумлă çынсен кашнин ачисем пур ,мăнукĕсем.Çавсене те явăçтараймасан вăсенчен что толку,ваттисем вилсе пĕтеççĕ,çамрăксем нимĕн те пĕлмеççĕ,çапла пĕтет ĕнтĕ Чăваш йăли-йĕрки.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем