Хӗрлӗ Чутай районӗнче пӗр фермер авалхи ҫынсем пурӑннӑ вырӑнта пӗве тума тытӑннӑ. Пӗлтӗрхи кӗркунне ӑна район администрацийӗ ял хуҫалӑх тӗллевӗпе усӑ курма тесе ҫӗр тара панӑ. Фермер ҫав ҫӗр ҫинче пӗвелеме шут тытнӑ. 100 тӑваткал метр ытла чавса тӑкнӑ вӑл. Тӑприне ҫырмана кайса пенӗ. Анчах пӗве тӗлӗ «Хула ҫучӗ» текен вырӑна лекнӗ иккен. Асӑннӑ археологи палӑкӗн ӗмӗрӗ пӑхӑр тапхӑрӗн вӗҫӗ тата тимӗрпе усӑ курма пуҫланӑ тапхӑрӗн пуҫламӑшӗ еннелле ҫывӑх иккен.
Археологи палӑкне сиен кӳнӗ тапхӑра палӑртассипе халӗ прокуратура ҫине тӑрат-мӗн. Фермер тӗлӗшпе археологи обьектне сиен кӳнӗшӗн тата хӑй тӗллӗн хуҫаланнӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ.