Ҫак кунсенче тӗнче шайӗнчи Википедийӗн чӑваш уйрӑмӗнче статьясен йышӗ 20 пинрен иртнӗ.
20 000-мӗш статья шутӗнче Петров Антон Петрович пирки ҫырнӑ статья шутланать пулас. Антон Петрович Канаш районӗнчи Ачакс ялӗнче ҫуралнӑ, ҫар полковникӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне тивӗҫнӗ. Вӑл Днепр урлӑ каҫнӑ чухне палӑрнӑ — Стайки, Ржищев, Аслӑ Бурин тӑрӑхӗсенчи плацдармсене ярса илме пулӑшнӑ, юханшыв урлӑ инженер пайӗсене тивӗҫлӗ шайра куҫарма пултарнӑ.
Википедин чӑваш уйрӑмӗ 2004 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗнче уҫӑлнӑ, 2005 ҫулхи ака уйӑхӗнче аталанма пуҫланӑ. Ҫак пӗтӗм тӗнче шайӗнчи проектра пурӗ 290 яхӑн чӗлхе уйрӑмӗ пур, вӗсенчен 15 уйрӑмӗ тӗрӗк чӗлхисен шутне (чи пысӑк уйрӑм — турккӑсен, унта 220 пин ытла статья тупма пулать; казахсен уйрӑмӗнче те 200 пин ытла) кӗрет. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен уйрӑмӗсем те пур: тутар (51,3 пин), пушкӑрт (30,9 пин), туҫи ҫармӑс (5,1 пин), коми (4 пин), удмурт (3,3 пин), улӑх ҫармӑс (3,8 пин), мӑкшӑ (1 200 яхӑн), ирҫе (1 500 ытла) уйрӑмӗсем.
Эсир те пирӗн чӑваш уйрӑмне ҫӗнӗ статьясемпе тултарма, пуррисене анлӑлатма пултаратӑр! Ыттисем тӑвасса ан кӗтӗр, хӑвӑр ӗҫлесе пӑхӑр. Чӑваш калашле, куҫ хӑрать те ал тӑвать!
Agabazar // 1781.58.6055
2013.11.15 19:05 | |
А.П.Петорвăн чи юлашкинчен илнĕ çар званийĕ — генерал-майор. | |
Agabazar // 9173.9.5648
2013.11.15 21:19 | |
Тĕрĕслерĕм, чăнах та генерал-майор. http://www.warheroes.ru/hero/hero.asp?Hero_id=769
Юлашки абзац. |