Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: 90 ҫул ҫитнӗ ятпа

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 30.11.2013 22:41 | 1628 хут пӑхнӑ
Культура

Чӳкӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш наци библиотекинче Чӑваш ҫыравҫисен канашне туса хунӑранпа 90 ҫул тултарнине халалласа анлӑ пуху иртрӗ. Фойере тата залра «Творящие прекрасное» чӑваш ҫыравҫисен кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.

Чӑваш ҫыравҫисен канашне туса хунӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ ятпа виҫӗ автор Юхма Мишши «Алтӑр Ҫӑлтӑр», Чутай Юркки «Чӑнлӑх уҫҫи» ятлӑ кӗнеке пухса хатӗрленӗ. Кунта 16 авторӑн юлашки вӑхӑтра ҫырнӑ калавсемпе сӑвӑсем, очерксем, эссесемпе интервьюсем кӗнӗ. Пухура Чӑваш халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши чӑваш ҫыравҫисен канашӗн 90 ҫулхи ӗҫ-хӗлне тишкерчӗ.

Пухӑва ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан хӑнасем Тутарстанран, Чӗмпӗр облаҫӗнчен, Мари элрен, Ҫӗпӗрте, Чулхулара тата ытти ҫӗрти пурӑнакан ентешсем те хутшӑнчӗҫ, ҫӑмах каларӗҫ. Н. Заводскова ертсе пыракан «Эмине» ансамбль, Антонинӑпа Петр Красновсем, Т. Сергеева, В. Никонорова пухӑва юрӑ-кӗвӗпе илем кӳчӗҫ. Юхма Мишши чылай ҫыравҫа ӗҫӗсене кура тӗрлӗ наградӑсем пачӗ: Чӑваш Республикин ҫыравҫӑсен Канашӗн Хисеп хутне, мӗнпур чӑвашсен обществӑпа культура центрӗн Президиумӗн йышӑнӑвӗпе «Чӑваш наци культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята, Яковлев преми лауреачӗ ятне тата ытти хисеплӗ ятсене. Хӗрлӗ Чутай район ҫыравҫисем Юхма Мишшине Элла Дадюкова ӳкернӗ картинӑна парнелерӗҫ.

#ҫыравҫӑсем, #пухусем, #вулавӑшсем, #чӑваш наци вулавӑшӗ, #юбилейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем