Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Тӗрӗк тӗнчин ҫамрӑк усламҫисен курултайне йӗркеленӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.12.2013 21:58 | 1643 хут пӑхнӑ
Тӗнчере Олег Цыпленков сӑнӗ
Олег Цыпленков сӑнӗ

Турци патшалӑхӗн Стамбул хулинче чӳкӗн 25–30-мӗшсенче Тӗрӗк тӗнчин ҫамрӑк усламҫисен пӗрремӗш аслӑ пухӑвӗ пулнӑ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗ (ертӳҫи Екрем Абдулаев /Азербайджан/) йӗркеленӗ.

Пурӗ 23 ҫӗршывран 200 ытла делегат пуҫларӑннӑ. Голланди, Венгри, Болгари, Румыни, Косово, Кипр, Греци, Турци, Азербайджан, Кӑркӑстан, Казахстан, Туркменистан, Афганистан, Иракпа Иран, Сири — хутшӑннӑ ҫӗршывсен йышӗ пӗчӗк пулман. Раҫҫейрен те пынӑ: Тува, Пушкӑрт, Тутар, Дагестан, Калмӑк, Чӑваш республикисенчен, Омск облаҫӗнчен килнӗ. МАФУНран делегатсем Мари Элтен тата Коми Республикинчен пулнӑ.

Чӑваш Республикинчен ҫак аслӑ пухӑва иккӗн хутшӑннӑ: Олег Михайлович Цыпленков тата Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультечӗн 3-мӗш курс студентки Кузнецова Анастасия Борисовна. Настӑна Шупашкарти Суту-илӳпе промышленность палати янӑ.

Олег Михайлович каласа панӑ тӑрӑх ҫак пухӑва питӗ лайӑх та тӗплӗн хатӗрленӗ, докладсем те делегатсемшӗн питӗ интереслӗ пулнӑ. Аслӑ пухура Курултай йӗркелемелли пирки йышӑнчӗҫ, унӑн Уставне хатӗрлерӗҫ. Тӗрӗк тӗнчин ҫамрӑк усламҫисен курултайне регистрациленӗ вӑхӑтра сиксе тухма пултаракан ыйтусене татса пама 9 ҫынран тӑракан комитет суйларӗҫ — унта ытларах Турципе Азербайджан ҫыннисем тата Европӑри усламҫӑсем кӗчӗҫ.

Тӗплӗнрех пӗлес тесен Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗнче «(Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнче) ыйтса пӗлме пулать.

Сӑнсем («Пӗркласрисем» тетел, 286 сӑн)

#Турци, #усламҫӑсем, #тӗнчере, #курултайсем, #Азербайджан, #Тутарстан, #Пушкӑртстан, #Мари Эл

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем