Раштавӑн 16-мӗшӗнче, 18.00 сехетре, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» ятпа чӑваш тумӗн пысӑк уявӗ иртмелле — кун пирки Чӑваш наци конгресӗн сайчӗ пӗлтерет.
Тӗрлӗ енче пурӑнакан чӑвашсен авалхи тата авалхине тӗслӗхшӗн усӑ курса хальхи вӑхӑтра туса хатӗрленӗ ҫи-пуҫне кӑтартса кӑна мар, хӑш пайӗ мӗнрен тӑнине, мӗне пӗлтернине ӑнлантарса парассине тӗпе хурӗҫ ҫак уявра.
Хутшӑнакансем: Етӗрне, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Элӗк районӗсенчи тата Шупашкар хулинчи фольклор ансамблӗсем, Зинаида Воронова, Татьяна Петрова, Мария Симакова халӑх ӑстисем, «Паха тӗрӗ» фирма, халӑх тум-юмӗн дизайн-студийӗ (ертӳҫи — Людмила Меркулова), СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Лариса Васильева тата ыттисем.
Migulaj // 4120.35.7341
2013.12.11 14:44 | |
Чăваш тумĕн пысăк уявне мĕнле чĕлхепе уявлама палăртнă? | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.27 09:29 | |
Чăвашла-вырăсла яланхи пекех. Улшăну тума Тимĕр,Илле, Тымарлан,Станьял пек фанатсем кирлĕ. |