Паян, раштавӑн 13-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре пурӑнакан Ермакова Марфа Филипповна 100 ҫул тултарчӗ.
Ӑна саламлама Патӑрьел районӗн администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Осипов, Туҫа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Перепелкин, тата ытти тӳре-шара ҫитрӗҫ. Ҫӗр ҫул тултарнӑ кинемее хӑнасем парнесем пачӗҫ — чечексем те пулчӗҫ, Владимир Путин алӑ пуснӑ открыткӑ та.
Марфа Филипповна хӑй юнашарти Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялта ҫуралнӑ. 1938 ҫулта вӑл Иван Алексеевича качча тухнӑ. Нумая тӑсӑлман вӗсен телейлӗ пурнӑҫӗ — 1941 ҫулта упӑшки вӑрҫа тухса кайнӑ. 1944 ҫулта сусӑрланса таврӑннӑ, 56 ҫула ҫитсен ҫӗре кӗнӗ. Марфа Филипповна упӑшкине 4 ача ура ҫине тӑратнӑ, хальхи вӑхӑтра 10 мӑнук тата 11 мӑнук ачи.