Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Халӑха сыхласа хӑварас ӗҫ кил-йышран пуҫланать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 17.12.2013 17:41 | 1431 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ. Кама мӗн килӗшни пирки калама хӗн те, эпӗ хам кӑмӑла кайнӑ икӗ самант пирки чарӑнса тӑрасшӑн.

Пӗрремӗшӗ вӑл — Чӑвашра вырӑн ҫитменнипе вӑй питтисем республика тулашӗнче ӗҫлесе ҫӳрени. Михаил Игнатьев кун пек хуласен шутӗнче Мускава, Питӗре, Хусана асӑнса хӑварчӗ. Унта кӑна-и, Уралпа Ҫурҫӗр таранах тухса каякансем пур. Арҫын тени килшӗн тӑрӑшни аван-ха. Анчах ҫичӗ ютра ҫӳрекен ҫын ҫемьепе пӗрле пулманнине йӗркеллӗ теейӗн-ши?

«Ар епле — йыш ҫапла», — терӗ Михаил Васильевич. Ҫемьесем тулли мар тӑрса юлни арӑмӗпе упӑшки хушшинчи хутшӑнусене витӗм кӳнине палӑртрӗ вӑл, пуринчен ытла ҫакӑ ачасене воспитани парас ӗҫе пырса тивет. Пирӗн республикӑра халӑх йышӗ пысӑккине тата ӗҫ вӑйӗ нумаййине пӗлетпӗр. Анчах ҫакӑ тӳрре тухмалли сӑлтав маррине палӑртса хӑварчӗ Михаил Игнатьев. Ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтерес тата ялта тӑрӑшакансен ӗҫ укҫине ӳстерессипе республика правительствин те, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен те, усламҫӑсен те пӗрлехи мерӑсем йышӑнмалла.

Тепӗр самант — чӑвашлӑхпа ҫыхӑнни тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Акӑ епле каларӗ республика Элтеперӗ килес ҫул ҫӗршывра Культура ҫулталӑкӗ тесе йышӑнни пирки чарӑнса тӑнӑ май:

«Халӑха сыхласа хӑварас ӗҫ чи малтан кил-йышран, ҫемьерен пуҫланать. Тӑван килте ашшӗ-амӑшӗ пӗр-пӗринпе, ҫав хушӑрах ачисемпе те чӑвашла калаҫсан, вӗсене халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркипе, чӗлхипе, ташши-юррипе мӗн пӗчӗкрен паллаштарса пырсан тата юратма-хисеплеме вӗрентсен ҫак ӗҫе пурнӑҫлама ҫӑмӑлрах пулнӑ пулӗччӗ.

Патшалӑх органӗсенче вӑй хуракансен, культурӑпа вӗренӳ ӗҫченӗсен, халӑх пӗрлешӗвӗсен пайташӗсен чӑвашлӑха сыхласа хӑварас ӗҫре чи малта пулмалла.

Пирӗн ҫамрӑк ӑру ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхмалла. Вӗсем хамӑрӑн пуян культурӑпа тата историпе мухтанма-мӑнаҫланма пуҫласан, йӑла-йӗркене ҫӗнӗлӗхсем кӗртсех тӑрсан кӑна халӑхӑмӑр сыхланса юлас шанчӑк пур. Нумай ҫул аталанса пынӑ халӑх ҫӗр пичӗ ҫинчен ҫухалмалла мар. Ку енӗпе пирӗн пурин те ҫине тӑрсах ӗҫлемелле».

#чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #тӳре-шара, #ҫырусем, #элтепер

 

Комментари:

Agabazar // 2484.78.1713
2013.12.17 21:05
Agabazar
Халăха сыхласа хăварас ĕç килйышран пуçланать тенинче тĕрĕслĕх çук тесе шутлатăп.
Migulaj // 5074.0.4352
2013.12.17 22:03
Мĕн сăлтав пирки çак Çырура чăвашла 1,45% çеç çырнă?
Е ку Чăваш республикинче чăваш чĕлхи çак шайра (1,45%) çеç юлнине пĕлтерет?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем