Паян Шупашкарта, Митта Ваҫлейӗ 1931-1937, 1955-1957 ҫулсенче пурӑннӑ ҫурт умӗнчи асӑну хӑми умне чечексем хучӗҫ. Мероприятие Илле Иванов журналист ертсе пычӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче ҫавӑн пекех Надежда Григорьевна Иванова, Николай Аристархович Енилин, Николай Дмитриевич Ларионов, Анатолий Ильич Кипеч, Зоя Витальевна Васильева пулчӗҫ.
Пурӗ ҫирӗм ытла ҫын пухӑннӑччӗ — вӗсем асӑну хӑми ҫине чечек хучӗҫ, Митта Ваҫлейне тытса кайнӑ саманта асаилчӗҫ (мӑшӑрӗн асаилӗвне вуларӗҫ). 1937 ҫулта чӑваш поэтне тытса кайнӑ кун, вӑл раштавӑн 18-мӗшӗнче пулнӑ, паянхи пек йӗпе-сапа ҫанталӑк тӑнӑ.
Мероприяти ҫынсем ҫӳрекен ҫул ҫинчех иртнӗрен иртен-ҫӳрен хушшинче те кӑсӑкланакансем пулчӗҫ.
Чечек хуни пӗрлехи сӑн ҫапнипе вӗҫленчӗ.
Сӑнсем (9)
Евдокия // 4218.20.6315
2013.12.20 21:30 | |
Митта Васлейне асанса ирттерне мероприятие интересленсе пахрам. Маттурсем пысак ес тавассе. |