Ҫӗнӗ Шупашкарта «Хӗвел» ТМЯП хӗвел хӑвачӗпе ӗҫлекен пӗрремӗш электространцие хута янӑ. Вӑл савутӑн 1 800 тӑваткал метрлӑ тавар кӑларакан тӗп корпус умӗнче вырнаҫнӑ иккен. Пӗтӗмӗшле хӑвачӗ 44 кВт, ку электростанцие савут хӑй усӑ курӗ.
Электростанцие савӑнӑҫлӑн уҫнӑ ҫӗре Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин, «Хӗвел» компанин тӗп пуҫлӑхӗ Игорь Ахмеров тата Ҫӗнӗ Шупашкарӑн администраци пуҫлӑхӗ Александр Сироткин хутшӑннӑ.
Пӗрремӗш электростанцие маларах компани ҫак ҫулталӑкрах хута ярасси пирки шантарнӑ иккен. Иван Моторин вара хӑйсен сӑмахне тытнӑшӑн вӗсене тав сӑмахӗ каланӑ.
Хӑват паракан установка 350 ҫӳхеҫурхахлӑ модульсенчен тӑрать, вӗсене тимӗр юпасем тытса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех хӗвел ҫуттинчен пухнӑ хӑвата электроэнергие куҫаракан хатӗрсем вырнаҫнӑ. Комплекса ҫын сӑнаса тӑни кирлех те мар иккен, хутран-ситрен тӗрӗслени те ҫителӗклӗ. Пурӗ 25 ҫул ним мар ӗҫлемелле имӗш вӑл.
Электростанцие хута янӑ пулин те тулашран электричество ҫавах илсе тӑмалла пулӗ. 44 кВт ҫитмест ӗнтӗ, савута самай ытларах кирлӗ.