Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Шупашкар: 500 ҫул» паркра Чӑваш Республикинче пурӑнакан пур халӑх ҫыннисен пӗрлӗхне палӑртакан «Халӑхсемпе культурӑсене пӗрлештерекен» ансамбль скульптури уҫӑлчӗ. Ӑна уҫма Н.В. Фёдоров та килчӗ.
Палӑка чаплӑн уҫма пухӑннӑ мероприятине ЧПУ ректорӗ Л.П. Кураков пуҫларӗ — сӑмах тухса каларӗ. Вӑл Чӑваш Ен президентне халӑхсемпе культурӑсем хушшинче туслӑха ҫирӗплетме пысӑк ӗҫ тунишӗн тав сӑмахӗ каларӗ. Н.В. Фёдоров сӑмах каланӑ вӑхӑтра ку евӗр палӑк Раҫҫейре пӗрремӗш пулнине пӗлтерчӗ. Президент ҫакна та палӑртрӗ — пирӗн республикӑра 97 тӗрлӗ халӑх пурӑнать, 22 тӗрлӗ ентешлӗх ӗҫлет, 12 тӗслӗ тӗн пур.
Скульптурӑна ӑсталаканӗ — Владислав Зотиков. Вӑл Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ хуложникӗ, унӑн ӗҫӗсем чылай куравсенче пулса курнӑ. Скульптурӑра 7 хӗре кӑтартнӑ. Вӗсем ҫичӗ лепестоклӑ лотоса тытса тӑраҫҫӗ. Палӑк ҫӳллӗшӗ 7 метр, хӑй скульптура 5 метр. Пӗтӗмӗшле 3 тонна таяҫҫӗ.