Ҫӗнӗ Ҫул умӗн пӗр эрне юлсан Нартукан уявне уявлама пуҫлаҫҫӗ. Ку уяв вӑхӑтӗнче ӗлӗк тӑвансемпе пухӑнса «ларма» ирттернӗ. Чӗнекеннисем арҫын ачасемпе каччӑсем пулнӑ, вӗсем нумайлӑха хӑнана хӗрсемпе тӑванӗсене чӗннӗ — ҫапларах ӑнлантарса парать Виталий Станьял «Мир чувашской культуры» (чӑв. Чӑваш культурин тӗнчи) кӗнекере. Эрне тӑршшӗ вӑл пынӑ. Уяв вӑхӑтӗнче ача-пӑча уйрӑмах савӑннӑ — Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне лартса капӑрлатнӑ, тӑррине сакӑр кӗтеслӗ ҫӑлтӑр вырнаҫтарнӑ, юнашар — автанпа мулкач кӳлеписене. Ачасене ертсе ҫӳрекенне Хӗл турханӗ тенӗ, унпа пӗрле Юрпикепе Ҫилачи чуптарса ҫӳренӗ. Савӑнӑҫлӑ уявра ачасем нартукан сӑввисем вуланӑ (хальхи пек вӑйпа вӗренттернӗскерсем мар, хӑйсем шуталса кӑларнисем те пулнӑ).
Раштавӑн 23-мӗшӗнче, тунтикун, Шупашкарти «Старая площадь» (чӑв. Кивӗ тӳрем) кафере «Сувар» тӗпчев фончӗ ӗлӗкхилле Нартукан уявне паллӑ тума пуҫтарӑннӑ. Уява ертсе пыма Сархан Семёнова суйланӑ, — пӗлтерет уявӑн техӗмлӗ шӑршипе апатне тутанса пӑхнӑ Тимӗр Акташ журналист.
Пухӑннисем чӑвашсен йӑли-йӗркине чӗртме, ӗлӗк ирттернӗ уявсене ирттерме чӗнсе каланӑ — ку вӑл ҫамрӑк ӑрӑва хӑйсен йӑли-йӗркине упраса аталантарма пулӑшӗ тенӗ. «Хӑйсен культурине манман ҫынна вара нимӗнле ассимиляци те хӑратаймӗ», — тенӗ Вячеслав Эткер кӳлепеҫӗ.
Уявра тутлӑ апачӗ те, хаваслӑ юрри-ташши те пулнӑ. Кунта мӗн каласа тӑрасси пур ӗнтӗ — уявне хӑйне кайса курмалла. Сӑмах май, Нартукана «Сувар» тӗпчев фончӗ тепӗр ҫул та ирттересшӗн. Кая юлнисем вара Ҫӗн Ҫул хыҫҫӑн «Сӑвар» Чӑваш наци культурин аталану фончӗ йӗркелекен Сурхури уявне ҫитсе курма пултараҫҫӗ — вӑл кӑрлачӑн 14-мӗш кунӗсем тӗлнелле пулмалла.
Сӑнсем (4)