Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗлтерӳ: Сасӑлав уйрӑмлӑхӗсем пирки

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 26.12.2013 10:39 | 1563 хут пӑхнӑ
Пӗлтерӳ

Хӑшӗ-пӗри пирӗн сасӑлавсемпе ыйтӑмсене хутшӑнайманни пирки пӗлтерет. Ку технологи епле ӗҫленине чухламаннине пула пире айӑплаканнисем те пур, анчах эпир никама та сасӑлама чармастпӑр. Сирӗн умӑра тухса тӑракан йывӑрлӑх — скрипт хӳтӗлевӗ.

Пирӗн ыйтӑмсенче пӗр компьютертан пӗрре ҫеҫ сасӑлама юрать. Тӗрӗсрех — пӗр IP адресран кӑна. Енчен те сирӗн провайдер пур ҫынна та тӗнче уҫлӑхне пӗр адреспа кӑна кӑларать пулсан — ку сирӗн провайдерӑн уйрӑмлӑхӗ (ҫав провайдертан кам та пулин сасӑланӑ пулсан — эсир сасӑлаймастӑр). Ку уйрӑмлӑхран эпир ниепле те иртсе каимастпӑр, пӗр IP адресран темиҫе сасӑлама ирӗк парсан пӗр ҫыннах нумай-нумай хут сасӑласа тултарма пултарӗ. Тепӗр хут: сасӑлав пырать, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче ӑна пӗтӗмлетӗпӗр.

Ҫак пӗлтерӗве тунӑ май Ҫулталӑк ҫыннин суйлавӗнчи улшӑнусем пирки те пӗлтеретпӗр: пӗр ҫынна илме тиврӗ, теприне — хушма. Паян вӑл хыпара каҫӑсемпе пуянлатнӑ май «Ҫапла пултӑр» телекӑларӑм пӗлтӗрех тухма пуҫланине куртӑмӑр, ҫапла май Татьяна Ильинана сасӑлавран кӑларма тиврӗ (илнӗ вӑхӑтра уншӑн 9 сасӑ пурччӗ — малтисен шутӗнчеччӗ). Тимӗр Акташ журналист «Сувар» фонд ертӳҫине Тимӗрша Алмантая хушма ыйтрӗ — Сӑвар хулаш таврашӗнче «Ырӑ ту» чул вырнаҫтарнӑшӑн.

#ҫулталӑк ҫынни, #сасӑлав, #суйлавсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvash.org/iytam/18.html
 

Комментари:

Agabazar // 6434.9.0128
2013.12.26 17:15
Agabazar
Улшăнусем кĕртни лайăх япала мар.

Ку вăл правилăсене вăйă вăхăтĕнче улăштарнă пекех: футболистсене пĕрремĕш тайм хыççăн пĕлтереççĕ: "Хапхана ик хут пысăклататпăр, кĕтессисене çавракалатпăр т.ыт.те".

Калăпăр, Тимерше Алмантай текенскерне малтанах кĕртнĕ пулсан эп, тен уншăн сасăланă пулăттăм. Халь вара ним тума та çук.

Кунта тепĕр начар япала та пур: Çынсене пĕртен-пĕр уйрăм акципе çеç çыхăнтарни. Калапăр, хайхи Тимĕр Акташа илес пулсан, вăл темле малпĕрлĕхлĕх пĕлтерĕшлĕ ĕçе те хутшăннă çулталăк тăршшĕнче: чул юпа лартни —çавсенчен пĕри çеç. Чăн та, вăл капла та списокра çук, анчах та эп калани тĕслĕх вырăнне çеç.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем