«Ҫуртне-йӗрне хӑпартни пирки вӗҫӗмех пӗлтереҫҫӗ. Камсем тӑваҫҫӗ-туянаҫҫӗ-ши ӑна?» — тет те пӗр пӗлӗшӗм, вӑй-хал ҫитерекенсем пурах ҫав ӗнтӗ. Пӳрт купалакансем те, хваттер туянакансем те ҫук мар.
Чӑвашстат пӗлтернине ӗненсен кӑҫалхи кӑрлач–чӳк уйӑхӗсенче республикӑра 660,1 пин тӑваткал метр чухлӗ хӑпартса лартнӑ. Асӑннӑ ведомство пӗлтерни ҫине таянса республикӑн Экономика министерстви хыпарланинче сӑмах уйрӑм ҫурт-йӗр е нумай хутли пирки пынине ӑнланма ҫук, мӗншӗн тесен уйӑрса кӑтартман.
Пӗлтӗрхи вунпӗр уйӑхрипе танлаштарсан, Канаш хулинче — 3 хут; Ҫӗнӗ Шупашкарта 2,2 хут; Шупашкарта икӗ хута яхӑн (91,9 процент) ытларах хута янӑ-мӗн. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ӳсӗм — 31,9 процент; Пӑрачкавра — 23,8 процент, Патӑрьелӗнче — 23,4%; Комсомольскинче — 22%; Ҫӗмӗрле хулинче — 11,9%. Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Ҫӗпрӳ. Хӗрлӗ Чутай, Элӗк районӗсем те танлаштаруллӑ тапхӑртинчен ирттернӗ.