Пирӗн сайтра орфографи йӑнӑшӗ сахал мар ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та хӑшӗ-пӗри вӗсем пирки ансат мелпе пӗлтермелли май туса пама ыйтатчӗ. Чӑваш Республикин официаллӑ влаҫ порталне те тӗслӗх пек илсе кӑтартатчӗҫ. Паян вара ҫак хатӗре сайта вырнаҫтартӑмӑр.
Эпир «Orphus» системӑна суйласа илтӗмӗр. Пӗрремӗшӗнчен — вӑл чи анлӑ усӑ кураканскер, иккӗмӗшӗнчен — ӑна тӗрлӗ чӗлхесем ҫине куҫарнӑ. Чӑвашла ҫуккӑччӗ те хамӑрӑн тӑван чӗлхепе те куҫарса патӑмӑр. Хайхи халь ҫак хатӗрпе усӑ курса асӑрханӑ йӑнӑша тӳрех пире пӗлтерме пултаратӑр. Малтан шӑшипе йӑнӑш текста уйӑрӑр, кайран харӑс Ctrl-па Enter пускӑчсене пусӑр. Уҫӑлнӑ чӳречере йӑнӑш пирки ӑнлантарса пама та пултаратӑр. «Пӗлтер» ҫине пуссан информаци пирӗн пата ҫитӗ.
Ку хатӗре ҫитес вӑхӑтра электронлӑ сӑмахсарсен сайтне тата электронлӑ вулавӑша вырнаҫтарӑпӑр. Сӑмах май, эпир унччен чӑвашла текстсенчи орфографи йӑнӑшӗсене тупмалли хатӗр — Hunspell — ӑсталасаччӗ. Вӑл паян кун та ӗҫлет, унпа усӑ курма пултаратӑр.
Migulaj // 2084.00.6830
2014.01.03 23:17 | |
Пĕрремĕш йанăша сăнӳкерчĕкре курма пулать. Вăл ĕнтĕ орфографипе çыхăнман, анчах та пĕлтерĕшĕ татах та пысăкрах пулать. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.01.03 23:22 | |
Микулай, тиркесе лариччен ил те çавнашкал ӳкерчĕк ӳкерсе пар. Савăнсах улăштарăп. //ман кунта пĕр ушкăн дизайнер ларать тетĕн-им? | |
Migulaj // 2084.00.6830
2014.01.04 09:48 | |
Йăнăша кăтартни - тиркени пулмасть. Чăваш чĕлхине Çĕр çинче сыхласа хăварасси те вăл шовонизм пулмасть. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.01.04 11:26 | |
Микулай, хыпара çырнă чух эп кирлĕ ӳкерчĕке самай шырарăм. Тупаймарăм. Çĕннине тумалла ун чухне, анчах çакнашкаллине тума нумай вăхăт кирлĕ. Вăт çапла калатăп та — сан ку тиркев. Эс ху тиркев тесе шутламастăн пулин те, анчах ĕç йĕркине пĕлмесĕр çавах тиркени пулса тухать.
Чăваш чĕлхине «ку мероприяти мĕнле чĕлхепе иртрĕ?» тесе ыйтнипе çеç сыхласа хăвараймастăн çав. Сыхланă чухне те шовинизм шайне анса лармалла мар. Кашни чĕлхе хăй евĕрлĕ паха. Чи пахисен шутĕнче, паллах, тăван чĕлхе. | |
Migulaj // 2084.00.6830
2014.01.04 13:27 | |
Тепĕр хут калатăп: эпĕ тиркесе нимĕн те каламастăп. Эпĕ хамăн шухăша çеç калатăп. Е такама та пулин манăн шухăш килĕшмест пулсан, вăл эпĕ тиркени тени пулмасть. Пачах та урăхла: эпĕ тăван чĕлхе пуласлăхĕ пирки çеç кулянатăп, ют чĕлхесем пирки мар. |