Камӑн мӗн шухӑш пулӗ те, «Новая газета» текен хаҫат Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗ Николай Федоров Германине кам шучӗпе вӗҫсе кайнине пӗлесшӗн иккен. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат хыпарлать.
Асӑннӑ ведомство сайтӗнче министр Германие йӑлана кӗнӗ «аграри Давосне» хутшӑнма тухса кайни пирки хыпарланӑ-мӗн. Кунта сӑмах «Симӗс эрне» текен курав пирки пырать Анчах вӑл кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче кӑна уҫӑлать. РФ Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче сӑнӳкерчӗке Федоров хыҫӗнчи самолета сӑрласа хурса вырнаҫтарнӑ иккен. «Новая газета» вара федераци министрӗ бизнес-класлӑ самолет умӗнче тӑракан сӑнӳкерчӗке пичетленӗ. Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш Енӗн экс-президенчӗ, Раҫҫейӗн хальхи ял хуҫалӑх министрӗ Германие кам шучӗпе кайни тата самолета мӗншӗн пытарни пирки асӑннӑ ведомствӑна ыйтса ҫыру ярассине пӗлтернӗ.