Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра харӑсах икӗ культура ҫуртне юсаса ҫӗнетме палӑртаҫҫӗ. Тулаш тата шалаш енчен илемлетнипе пӗрлех вӗсене пысӑклатӗҫ.
Республикӑн тӗп хулин архитектурӑпа хула тӑвӑм управленийӗ культура учрежденийӗсене сармалли проектсене пӑхса тухса «Салают» тата Хусанкай ячӗллӗ культура ҫурчӗсене пысӑклатма йышӑннӑ. «Салют» калӑпӑшӗ 3 800 тӑваткал метр чухлӗ сарӑлӗ. Хусанкай ячӗллин — 5300 тӑваткал метр.
Хусанкай ячӗллӗ культура ҫуртне картиш еннелле пысӑклатӗҫ. Ҫак тӗллевпе ун ҫумне виҫӗ хутлӑ хушма ҫурт хӑпартса лартӗҫ. Ҫӗнӗ лаптӑка хореографи пӳлӗмӗсене тата унта ӗҫлекенсене ӗҫ пӳлӗмӗсем туса пама шухӑшлаҫҫӗ иккен. Курав залӗн калӑпӑшӗ те сарӑлӗ те ним мар пин ҫынна вырнаҫтарма май килӗ. «Салюта» вара урам енчен пысӑклатмалла. Унта та курав залӗ пин ҫын таран вырнаҫмалӑх сарӑлӗ. Унсӑр пуҫне ӑна ҫак культура учрежденине тӑватӑ хутлӑ тӑвӗҫ.
Сӑмах май, Трактор тӑвакансен культура керменӗ юсав списокне кӗмен курӑнать. Унта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ хӗсӗнсе ӗҫлет.