Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ҫынсем массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен хӑшӗнпе ытларах усӑ курнине пӗлес тӗллевпе халӑх хушшинче ыйтӑм ирттернӗ.
Ача-пӑчана шута илмесен, ҫынсен пысӑк пайӗ, 89,9 проценчӗ, тӑтӑшах телевизор пӑхать иккен. Хаҫат-журнал вулакансенпе тӗнче тетелӗпе усӑ куракансен хисепӗ пӗр пекрех: 57,3 тата 58,5 процент. Радио итлекенсем сахалрах — 47,2 процент.
Ҫамрӑксен виҫҫӗ тӑваттӑмӗш пайӗ вӑхӑта тӗнче тетелӗнче ирттерет. 55 ҫултан аслисенчен ытларахӑшӗ телевизор пӑхма кӑмӑллаҫҫӗ. Хаҫат вулакансем те вӗсемех.
Хаҫат тенӗрен, тухса тӑракан хаҫата шӗкӗлченипе те кӑсӑкланнӑ. Кунта федераци шайӗнчисене те, республикӑрисене те вулани сисӗннӗ. 2011 ҫулхи ыйтӑм вӑхӑтӗнче республикӑрисене ҫынсен 18,5 проценчӗ вулани палӑрнӑ, пӗлтӗр ҫаксен хисепӗ ыйтӑма хутшӑннисен чӗрӗкӗпе танлашнӑ. Чӑвашла хыпарсемпе кӑсӑкланакансен шучӗ ӳснине те палӑртма кӑмӑллӑ.
Ыйтӑма Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Канашра, Куславккара, Ҫӗрпӳре, Ҫӗмӗрлере, Етӗрнере, ҫавӑн пекех Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсенче пурӑнакан 620 ҫынна явӑҫтарнӑ.