Ӗнер, кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче «6х7» галерейӑра Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулавӑшӗн центрӗнче ӗҫлекен «Тӗрӗ тӗнчи» чӑваш тӗррин клубӗ хатӗрленӗ ӗҫсен куравӗ уҫӑлнӑ.
Ку клуб хӑйӗн ӗҫне 2009 ҫулхи ака уйӑхӗнче пуҫланӑ. Ӑна пуҫлас тӗлӗшпе хӑй вӑхӑтӗнче нумай вӑй Валентина Минеева хунӑччӗ. Паянхи куна илес пулсан клуба вулавӑш ӗҫченӗ Кузнецова Надежда Михайловна ертсе пырать. Унта тӗрлӗ ҫулсенчи ҫынсем ҫӳреҫҫӗ — шкул ачисенчен пуҫласа канӑва тухнисем таранах. Надежда Михайловна тӑрӑшнипе ҫак клубра хатӗрленӗ ӗҫсем республикӑри ӑмӑртусене те, Чӑваш Ен тулашӗнчисене те сахал мар хутшӑнаҫҫӗ. Ӗҫсене тӑратнипе кӑна мухтамалла мар ӗнтӗ — вӗсем чылай чухне ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗреҫҫӗ.
«6х7» галерейӑри курав килсен эсир алшӑллисемпе те, тутӑрсемпе те паллашма пултаратӑр. Ҫавӑн пекех кӗрӳ тутрисем те, хӗрарӑм тумтирӗ те унта пур.