Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Крещени йӑли

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 20.01.2014 17:38 | 1463 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Хӗрлӗ Чутай районӗнче Крещени кунӗнче шыва кӗрессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Кӑҫал район территорийӗнче пӑр ҫӳхе пирки пӗр вырӑнта кӑна шыва кӗме ирӗк панӑ: Хӗрлӗ Чутайри Турӑ Хӗресне Ҫӗкленӗ Храм ҫумӗнчи пӗвере. Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче храм настоятелӗ Максим атте каҫхи кӗлӗ ирттерчӗ, ун хыҫҫӑн тӗне ӗненекенсемпе пӗве патне анса хӗрес евӗр каснӑ вакӑри шыва сӑвапларӗ. Ҫак каҫ чылай халӑх чир-чӗртен сипленес, ҫылӑхсенечен тасалас шутпа сӑвапланӑ пӗвере шыва кӗрсе тухрӗ.

Кӑшарни кун ир-ирех кунта Чаплӑ кӗлӗ ирттерчӗҫ. Пухӑннисем киле валли ҫветтуй шыв илчӗҫ. Ку шыв сӑваплӑ, йывӑрлӑхсенче пулӑшать, чир-чӗртен уҫӑлтарать. Вӑл нумайччен упранать. Штанаш ялӗнчи Вознесенски чиркӗвӗн настоятелӗ Амвросий игуменпа ӑна пулӑшакан Георгий атте тата юрлакансем Крещени каҫӗнче пысӑк кӗлӗ ирттерчӗҫ. Штанаш чиркӗвне турӑ уявӗсенче халӑх чылай пуҫтарӑнать. Малтанах каҫхи кӗлӗ унтан ирхи кӗлӗ темиҫе сехетех тӑсӑлчӗ, ватти-вӗтти ҫакна кӗлӗ ирттерекенсемпе танах тӳссе ирттерчӗ. Максим атте тӗрлӗ тирӗкри шыва сӑвапларӗ, пухӑннисемпе чиркӳ йӑли-йӗркине туса ирттерчӗ, унтан кашнин ҫинех кӗмӗл хӗреспе сӑвапланӑ шыв тӑрӑх ячӗ. Кашниех киле валли тасатнӑ шыв илсе кайрӗ.

#Хӗрлӗ Чутай районӗ, #йӑласем, #православи, #Штанаш

 

Комментари:

Agabazar // 1485.81.4869
2014.01.20 20:15
Agabazar
КĂШАРНИ!....
КĂШАРНИ!....КĂШАРНИ!....КĂШАРНИ!....КĂШАРНИ!....КĂШАРНИ!....

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем