Чулхула влаҫӗсем Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен архитектурипе тата йӑли-йӗркипе паллаштаракан музее юсаса ҫӗнетесшӗн.
Ӑна 1973 ҫулта уҫӑ вырӑнта уҫнӑ. Аваллӑх управҫи XVII-XIX ӗмӗрти ял архитектурин объекчӗсем – пӳртсем, ампарсем, армансем, чиркӳсем вырнаҫнӑ. Анчах унти 14 обьектран 13-шӗ ишӗлме тытӑннӑ иккен, килен-каяна пырса ҫӳреме те хӑрушӑ теҫҫӗ.
Пӗлтӗр музей хысни 4 миллион тенкӗпе танлашнӑ-мӗн. Ку тупра коммуналлӑ пулӑшушӑн тӳлеме тата унта ӗҫлекенсене шалу тӳлеме кӑна ҫитнӗ иккен.
Экспонатсене ҫӗнетме вуншар кӑна мар, ҫӗршер миллион та кирлӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Ӑна тупассишӗнех хула влаҫӗсем попечительсен канашне йӗркелеме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне регионсен хыснинчен укҫа уйӑрса пулӑшасса та тем пекех шанаҫҫӗ.
Ячӗ Атӑлҫи халӑхсен тесе янӑрать те, анчах хальлӗхе унта вырӑс архитектури кӑна пур иккен. Чулхула облаҫӗнчи ытти тымар халӑхӑн — чӑвашсен, тутарсен, мӑкшӑсен тата ҫармӑссен архитектурине унта кӑтартман. Вырӑссен архитектурине унта иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Чулхулан ҫурҫӗр енчи районӗнчен кӳрсе килсе вырнаҫтарнӑ.
Agabazar // 9992.1.0312
2014.01.24 14:36 | |
Статьяра "мăкшăсен" тенĕ-ха та, анчах та Чулхула облăçĕнче ирçесем пурăнаççĕ чăннипе. |