Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ пӗлтӗр пуҫласа ҫӗнӗ акци йӗркелерӗ. Ун чухне вӑл «Театра — аттепе» текен мероприяти йӗркеленӗччӗ. Пӗлтӗр ӑна куракансем кӑмӑлтан йышӑннине кура, ун чух театра 600 ытла куракан пынӑ, кӑҫал та ирттерӗҫ.
Хальхинче ҫамрӑк куракансемпе вӗсен ашшӗсене (аслашшӗсемпе кукашшӗсем пырсан та хаваспах кӗртӗҫ) «Ылтӑн чӑх чӗппи» вырӑсла юмах курма чӗнеҫҫӗ. Ачисене театра ертсе пынӑ арҫынсене тӳлевсӗрех кӗртӗҫ. Билета шӑпӑрлансем валли кӑна туянма тивӗ. Спектакль нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче кӑнтӑрлахи 12 сехетре пуҫланӗ. Спекталкь умӗн ачасем валли конкурссемпе вӑйӑсем тата хатӗрлӗҫ. Тата, паллах, парнесем!
Ку юмаха Владимир Орлов ача-пӑча поэчӗ тата драматург пьеси тӑрӑх лартнӑ. Вӑл ҫӗр ҫинчи чи хавас, чи ӑслӑ, чи вӑйлӑ ашшӗ пирки каласа кӑтартать. Ҫакӑн пек шухӑшлать юмахри чӑх чӗппи хӑйӗн ашшӗ, Кашкӑр, пирки.
Спектакль Пӗтӗм Раҫҫейри фестивальсене темиҫе хутчен те хутшӑнса тивӗҫлипе палӑрнӑ. Мускавра иртнӗ «Юмах тӗнчи» фестивале хутшӑнса вӑл дипломпа таврӑннӑ. Юмахри сӑнарсенчен пӗрне калӑпланӑ Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ артистки Ольга Почалкина вара «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» ята тивӗҫнӗ.