Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Электронлӑ вулавӑшри хайлавсене epub форматпа уҫласа илме пулать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.02.2014 17:29 | 1964 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Паянтан пирӗн электронлӑ вулавӑшри чылай хайлава epub форматпа уҫласа илме пулать. Унпа усӑ курса эсир хайлавсене электронлӑ вулав хатӗрсенче — смартфонсенче, планшетсенче — вулама пултаратӑр. Уҫласа илес тесен хайлав страницине уҫмалла, унта вара epub форматӑн иконкине шыраса тупмалла та ун ҫине пусмалла.

Ҫавах та кашни хайлава хальлӗхе электронлӑ вулав хатӗрӗ валли тӑвайман-ха — кунта кӑткӑс тытӑмлӑ текстсем кӗреҫҫӗ. Вӗсем валли скрипта каярах хатӗрлесе ҫитерӗпӗр. Ҫавӑн пекех эпир малашне кӗнекесене те уйрӑм файлпа уҫласа илме май туса парасшӑн. PDF формат пирки те манса кайман, анчах та ӑна валли хатӗрлеме кӑшт кӑткӑсрах пулнине шута илсе ку ӗҫе малашлӑха куҫарса.

Ҫавӑн пекех нумай пулмасть эпир шырав пайне кӑшт ҫӗнетсе — малашне унпа усӑ курса сӑвӑсенче уйрӑммӑн тата прозӑллисенче уйрӑммӑн шырама май пур.

Хальхи вӑхӑтра пирӗн электронлӑ вулавӑшра 6 500 яхӑн хайлав вырнаҫнӑ. Пурӗ 70 ытла кӗнекепе пуян. Хальтерех кӗртнисен шутӗнче Алексей Воробьевӑн «Ҫут пайӑрка», Лидия Филипповӑн «Ылханлӑ хура ҫӗмӗрт», Анатолий Ырьятӑн «Хӑмӑшлӑха путнӑ кӗмӗл уйӑх», Аркадий Ӗҫхӗлӗн «Акӑшсем таврӑнаҫҫӗ» кӗнекесене асӑнма пулать.

#литература, #техника, #сайтсем, #ҫӗнӗлӗхсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvash.org/lib
 

Комментари:

2014.02.08 11:56
Аçтахар Плотников
ХУШНИ: ĕнер эп пур хайлава та конвертацилесе çитертĕм. Халь пурне те тенĕ пекех epub калăплавпа уçласа илме пулать.
//хăш-пĕр хайлавра йăнăш пуррине кура файлсем йĕркеллĕ хатĕрленмен. Вĕсене тупсан пĕлтерсен аван пулĕччĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем