Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: «Янӑра, салтак юрри — 2014!» юрӑ фестивалӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
aleks-lyda51 14.02.2014 21:09 | 1771 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Ҫитӗнсе пыракан ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани парас тата вӗренекенсен патриотла ӑнланулӑхне йӗркелес тӗллевпе Йӗпреҫ районенчи Пучинкери вӑтам шкулта шкулта кашни ҫулах халӑх хушшинчи хӳтӗлевпе спорт ӗҫӗн уйӑхлӑхне ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та вӑл кӑрлачӑн 23-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 23-мӗшӗччен пырӗ. Уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче шкулта хӑюлӑх урокӗсем, класс сехечӗсем, ҫар тата тӑван ҫӗре хисеплес темӑпа конкурссем, ҫавӑн пекех тӗрлӗрен савӑнӑҫлӑ мероприятисем, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртеҫҫӗ.

Акӑ, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче «Янӑра, салтак юрри — 2014!» юрӑ фестивалӗ иртрӗ. Кӑҫалхипе 7-мӗш хут пуҫтарчӗ вӗренекенсене ҫак фестиваль. Шкулӑн пуху залӗ 6 урок хыҫҫӑн ачасен хаваслӑ сассипе тулчӗ. Кунта вӗренекенсемсӗр пуҫне вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем, асламӑшӗсемпе кукамӑшӗсем, ӗҫ ветеранӗсем те килнӗ. Сцена ҫине умлӑн-хыҫлӑн 1-мӗш класра вӗренекенсенчен пуҫласа 11-мӗш класра вӗренекенсем хӑпарчӗҫ, тӗрлӗ вӑхӑтри салтак юррисене шӑрантарчӗҫ. Кашни класӑн хӑйӗн тумӗ: пӗрисем — моряксем, вӗсем тинӗс салтакӗсен юррине юрларӗҫ, теприсем — летчиксем, вӗҫевҫӗсен юррине юрларӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем — танкистсем, пограничниксем тата ытти те. Куракансене тата тӳресене уйрӑмах 4-мӗшсен «Сигнальщики-горнисты», 6-мӗшсен «Мускав», 10-мӗшсен «О той весне» тата 11-мӗшсен «А закаты алые, алые…» юррисем тыткӑнларӗҫ. Тӗрлӗ вӑхӑтра ҫуралнӑ салтак юррисене итлесен аслисен куҫӗсем шывланчӗҫ.

Фестиваль хыҫҫӑн вӗренекенсене шкул директорӗ Софронов В.Н. саламларӗ, ачасен пултарулӑхне пысӑка хурса хакларӗ. Ун хыҫҫӑн медицина ӗҫӗн ветеранӗ Ефремова Елена Васильевна вӗренекенсене ҫакӑн пек концерт лартса панӑшӑн, хӑйсене хӑнана чӗннӗшӗн тав турӗ, ҫирӗп сывлӑх, вӗренӳре ҫитӗнӳсем сунчӗ. Юлашкинчен ҫак фестивале йӗркелесе ертсе пыракан Лилия Михайловна Иванова, музыка вӗрентекенӗ, сӑмах илчӗ. Вӑл ачасене фестивале тӑрӑшса хатӗрленнӗшӗн, ашшӗ-амӑшне ҫар тумӗсем ҫӗлеттерме пулӑшнӑшӑн тав самахӗ каларӗ, малалла татах та пысӑк ҫитӗнӳсем тума ырлӑх-сывлӑх сунчӗ.

#Йӗпреҫ районӗ, #Пучинке, #шкулсем

 

Комментари:

Migulaj // 2357.64.3240
2014.02.15 14:24
«Янăра, салтак юрри — 2014!» юрă фестивалĕ ют чĕлхепе иртнĕ пулмалла?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем