Пӗлтӗр чӑваш пичетӗнче питӗ пысӑк ушлӑну пулнӑ май кӑҫал ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче «Хыпар» Издательство ҫурчӗн официаллӑ сайчӗ те ҫӗнелчӗ. Ӑна пӑхмашкӑн ҫак каҫӑпа куҫмалла: http://hypar.ru. Киввипе танлаштарсан, вӑл самай пуянрах, илемлӗрех. Ҫӗнӗ сайтра медиахолдинга кӗнӗ мӗнпур хаҫатпа — «Хыпар» ҫумне пӗрлешнӗ «Атӑл-Волга» тата «Тантӑш» АУ хаҫачӗсемпе те — паллашма пулать.
Кунтах кивӗ сайта куҫмалли каҫӑ та пур. Ҫӗнӗ сайтра, малтанхипе танлаштарсан, видехыпар нумайрах. «Хыпар» Издательство ҫурчӗ чылай видеохыпарлава вырнаҫтарма тӑрӑшать. Кунта медиахолдингри кашни хаҫат редакторӗ каланӑ сӑмаха курма май пур. Ку канам мар — хальлӗхе сайта 1996, 1998, 2001 ҫулсенче ӳкернӗ видеосене вырнаҫтарнӑ: «Хыпар» хаҫат 90 ҫул тултарнине халаллана уявсем, тӗлпулусем (вӗсем Шупашкар, Хусан хулисенче, Муркаш районӗнче иртнӗ), 1996 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫат ҫумӗнче «Ҫамрӑксен хаҫатне» кӑларма тытӑннине халалланӑ уяв, чӑвашсен тӗп хаҫачӗн никӗслевҫи Николай Никольский 120 ҫул тултарнине уявлани… Сайт сӑнӳкерчӗуксемпе те пуянланнӑ. «Хула», «Патшалах заданийӗ», «Экономика», «Спорт», «Ял хуҫалӑхӗ» тата ытти каҫӑпа паллашса ҫӗннине нумай пӗлме пулать.
Сайта яланхи пекех кашни хаҫатӑн ҫӗнӗ номерӗсене вырнаҫтараҫҫӗ. Хаҫат-журнала почта урлӑ ҫырӑнманнисем кӑларӑмсемпе сайта кӗрсе кӗскен паллашма пултараҫҫӗ. Акӑ, тӗслӗхрен, уйӑхра пӗр хут тухса тӑракан «Тӑван Атӑл», «Капкӑн» журналсенче мӗн-мӗн пичетленнине пӗлме май пур. «Самант» журналта, «Тантӑш» хаҫатра пичетленнӗ хӑш-пӗр статьяна сайтрах тишкерме пулать.
Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑманнине кура «Хыпар» Издательство ҫурчӗ те саманаран юласшӑн мар. Чылай хаҫатӑн, уйрӑмах вырӑсла тухса тӑрканнисен, электронлӑ варианчӗ пуррине пӗлетпер ӗнтӗ. Пӗр сӑмахпа, ҫынсем кӑларӑмӑн элетронлӑ вариантне укҫалла ҫырӑнса илеҫҫӗ. «Хыпар» ИҪ та ҫак мелпе ӗҫлеме тытӑнасшӑн. Малтанлӑха «Ҫамрӑксен хаҫатӗнчен» пуҫӑнасшӑн. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнчен тытӑнса унӑн электронлӑ вариантне 4 уйӑхлӑха 50 тенкӗпе ҫырӑнса илме пулать. Эрнекунсерен ҫав ҫыннӑн электронлӑ почтине хаҫатӑн PDF варианчӗ килсе тӑрӗ. Ҫакна шӑпах «Ҫамрӑксен хаҫатӗнчен» мӗншӗн пуҫарни паллӑ ӗнтӗ — ҫамрӑксем nӗyxt ntntkӗgt ҫӑмӑллӑнах усӑ кураяҫҫӗ. Пурӑна-киле, тен, ытти хаҫат та ҫак ҫул ҫине тӑрӗ.