Нарӑсӑн 13-мӗшӗнче «Контактра» халӑх тетелӗнче «Юрлакан ҫӗршыв» проектӑн иккӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. Авторӗ — Чуллӑ Ҫыр хулинче ҫуралнӑ Руслан Киселев. Вӑл — фотограф, фотокорреспондент.
«Юрлакан ҫӗршыв» проектӑн иккӗмӗш кӑларӑмӗн геройӗ Чӑваш Ен пулса тӑнӑ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Руслан Шупашкара килнӗ, хулара пурӑнакан чи хастар ҫынсене икӗ кун ӳкернӗ. Проект авторӗ ентешӗмӗрсене «Когда мои друзья со мной» (чӑв. Тусӑмсемпе пӗрле чух) савӑнӑҫлӑ юрра шӑрантарма сӗннӗ.
— Чӑннипе, тӗрлӗ халӑха танлаштарма ҫӑмӑл мар, — тенӗ Руслан. — Хулари кашни халӑха манпа юнашар пулнӑ ушкӑн тӑрӑх сӑнатӑп. Проекта пӗччен нихӑҫан та ӳкерместӗп. Ҫын патне камерӑпа тата штативпа пырсан, юрлама ыйтсан вӑл хутшӑнасшӑн мар. Эсӗ ушкӑнпа пӗрле пулсан ҫак ӗҫе пурнӑҫлама ҫӑмӑлрах, ҫынсем те шикленмеҫҫӗ. Анчах яланах мар. Кашнин хӑйӗн пӑтӑрмахӗ, ыйтӑвӗ. Ҫын кӑмӑлӗнчен те нумай килет. Шупашкарта мана Валерий Яичников, Павел Архипов, Елена Загорская пулӑшрӗҫ.
Руслан Киселев Шупашкарта 2007 ҫулта пӗрремӗш хут пулнӑ. Вӑл ун чухне кунта теплоходпа ҫулҫӳревре пулнӑ. Руслан ултӑ ҫултан кунта проект ӳкерме таврӑннӑ. Ӑна Чӑваш Ен ҫыннисем килӗшнӗ. Шел те, вӑл хулапа паллашса ӗлкӗреймен. Проек авторӗ Чапаев палӑкӗ патне ҫитме палӑртнӑ пулнӑ. Хӑйӗн ӗмӗтне вӑл кун пурнӑҫлайман пулин те тепӗр хут килсен ӑнӑҫатех пуль тесе шутлатпӑр.