Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Шупашкарта ыркӑмӑллӑх театрне йӗркеленӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 18.02.2014 11:01 | 1152 хут пӑхнӑ
Культура

Иртнӗ канмалли кунсенче Шупашкарта Самаровсен «Седьмой лепесток» (чӑв. Ҫиччӗмӗш чечек ҫуначӗ) ырӑ кӑмӑллӑх театрне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Куракансем Катаевӑн «Цветик-семицветик» (чӑв. Ҫич тӗслӗ чечекӗм) юмахӗ тӑрӑх хатӗрленӗ спектакльпе киленнӗ.

— Ҫӗнӗ театр Шупашкарта Культура ҫулталӑкӗн пуҫламӑшӗнче уҫӑлни савӑнтарать, — тенӗ спектакль режиссерӗ, ӳнер ертӳҫи Игорь Милосердов. — Унсӑр пуҫне театр тӗллевӗ — ырӑ кӑмӑллӑх. Пухӑннӑ укҫапа чирлӗ ачасене сиплӗҫ. Чи пахи — укҫа-тенке фондсене мар, ҫынсене алла парӗҫ. Ҫак ӗҫе мана сӗнсен тӳрех паллӑ драматургӑн Евгений Шварцӑн каларӑшне аса илтӗм: «Ачасем валли спектакле аслисем валли пекех лартмалла, анчах тата лайӑхрах». Пирӗн театр ыттисенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть, кунта Шупашкарти тӗрлӗ театрти профессионал актерсем выляҫҫӗ. Хальлӗхе пирӗн ятарлӑ ҫурт ҫук, анчах вӑл ҫитес вӑхӑтра пуласса шанатпӑр. Чи кирли — тӗллев тата ӗмӗтленни.

Ырӑ кӑмӑллӑх театрӗн йӗркелӳҫисем Александр тата Ольга Самаровсем каланӑ тӑрӑх, остеопетрозпа чирлекен Дима Григорьев нушине кура вӗсем ҫакнашкал театр пуҫарма шухӑшланӑ.

— Малтан эпир ахаль акци ҫеҫ ирттересшӗнччӗ. Анчах шухӑшларӑмӑр та пӗрре укҫа пухнипе ҫырлахас темерӗмӗр, ҫакӑн пек театр йӗркелеме шутларӑмӑр. Капла ҫынсем те спектакльпе киленӗҫ, укҫи те пухӑнӗ. Тупӑш чирлӗ ачасене сиплеме кайӗ, — тенӗ Александрпа Ольга.

Ку хальлӗхе пӗрремӗш акци. Малашне вӑл кашни уйӑхра иртӗ. Театра Шупашкарта лайахрах пӗлсе ҫитсен спектакльсем кашни эрнерех пулӗҫ.

#ыркӑмӑллӑх, #спектакльсем, #Культура ҫулталӑкӗ, #театрсем, #Шупашкар

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/68981
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем