Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Культура: Хаваслисемпе тавҫӑруллисен ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 19.02.2014 07:48 | 1659 хут пӑхнӑ
Культура

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура залӗнче нарӑсӑн 16-мӗшӗнче республикӑри ХТК (КВН) ушкӑнӗсен ҫӗнӗ сезонӗ уҫӑлнӑ ятпа «КиВиН Чувашии-2014» (чӑв. Чӑваш Ен КиВиНӗ) фестиваль иртнӗ. 12 ҫул хушшинче ХТК вӑййисене республикӑри 100-е яхӑн тӗрлӗ вӗренӳ заведенийӗсен, шкулсен командисем хутшӑннӑ.

Хӗрлӗ Чутай район чысне Ҫӗнӗ Атикасси вӑтам шкул команди хӳтӗленӗ. «Бодрячок» командӑра Эльвира Андреева, Анастасия Смирнова, Дмитрий Лобов, Эдуард Сидоров, Сергей Ильин, Николай Софронов, Анастасия Маркова. Ушкӑн жюри умне «Мир, в котором мы живём» (чӑв. Эпир пурӑнакан тӗнче) юрӑпа тухса «Мир не прост» (чӑв. Тӗнче ансат мар) юрӑпа вӗҫленӗ. Вӗсен вӑййи-кулӑшӗ куракансен кӑмӑлне кайнӑ, ушкӑна нарӑсӑн 22-мӗшӗнче фестивалӗн Гала концертне хутшӑнма суйланӑ. Унсӑр пуҫне шкул ачисен Шупашкарпа Красноармейски районӗсен, Патӑрьел ялӗн, Шупашкар, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри хулисенчи шкул командисем хушшинче тупӑшса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма тивет.

Ушкӑнри Николай Софронов, Сергей Ильин, Дима Лобов, Эдик Сидоров Штанашри 9 ҫул вӗренмелли шкулта вӗреннӗ чухнех хӑйсен пултарулӑхӗпе палӑрса тӑратчӗҫ, кашни уяв-концера хастар хутшӑнса куракансене тӗрлӗ кулӑшпа савӑнтаратчӗҫ. Шкул ачисене чӑрӑш тавра юрлаттармалла-и, кӗрхи уяв ирттермелле-и, мода парадне хутшӑнмалла-и — яшсем яланах хастар. Ачасене хаваслӑ вӑйӑра ӑнӑҫусем сунар!

#Красноармейски районӗ, #Шупашкар районӗ, #ЧПУ, #кулӑш, #Штанаш, #Ҫӗнӗ Атикасси, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #ХТК, #Патӑрьел, #Канаш, #Сӗнтӗрвӑрри, #Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем