Паян Нестер Янкас сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитет. Ҫак паллӑ куна халалласа Канаш районӗнчи Сиккассинчи вулавӑш ӗҫченӗсем А.И. Миттов ячӗллӗ вӑтам шкулта «Янкас сӑввисем» лирика сехечӗ ирттернӗ.
Уява Сиккасси культура керменӗн ӗҫченӗсем Нестер Янкасӑн «Кӑмӑл» сӑвви тӑрӑх кӗвӗленӗ юрӑпа уҫнӑ. Сиккасси ял вулавӑш ӗҫченӗсем З.Г. Мукшинапа В.М. Мурзукова сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Е.М. Александрова Нестер Янкаса халалланӑ хӑтлавпа паллаштарнӑ, унӑн сӑввисене тишкернӗ. Аслӑ классенче вӗренекенсем вуланӑ сӑвӑсем уйрӑмах чуна хускатрӗҫ тесе пӗлтереҫҫӗ унта пулнисем. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗренекен Андрей Изенгеев, халӗ вӑл Сиккасси шкулӗнче парктика ирттерет, Нестер Янкасӑн «Ывӑл» сӑввине лайӑх вуланӑ. Уяв викторинӑпа вӗҫленнӗ.
Сӑнсем (7)