Ҫул ҫинчи чылай авари ӳсӗр водителе пула сиксе тухать. Кун пирки темен чухлех асӑрхаттараҫҫӗ пулин те хӑшӗ-пӗрин хӑлхине кӗмест. Шупашкарта пулса иртнӗ пӑтӑрмах вара, телее, инкекпе вӗҫленмен.
Ӳсӗр бульдозерҫӑ кабинӑна пӗччен мар, ачапа ларнӑ. Хайхискер Богдан Хмельницкий урамӗпе тротуарпа пынӑ. Бульдозер юпана пырса тӑрӑннӑ, унтан водитель каялла чакса тӗмсем урлӑ ҫул ҫине тухнӑ, кайран каллех тротуар ҫине таврӑннӑ. Ӳсӗр бульдозеритса патруль экипажӗ чарнӑ.
Водительрен эрех шӑрши кӗнӗ. Арҫын малтанах нимӗн те ӗҫменнине ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Унтан ирхине 50 грамм эрех ӑша янине пӗлтернӗ. Унӑн мухмӑр пулнӑ-мӗн. Каярахпа кӑнтӑрлахи апатра та эрех ӗҫнине каланӑ. Медицина тӗрӗслевӗ бульдозерист самаях ӳсӗррине палӑртнӑ: 1:4 промилле. Водитель хӑйӗнпе кабинӑра ларакан ача ывӑлӗ пулнине ӑнлантарнӑ.