Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Шупашкарта «Тӑван ен» фестиваль иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 22.02.2014 20:01 | 1738 хут пӑхнӑ
Культура

Нумаях пулмасть Шупашкарти Ф.М.Лукин ячӗллӗ 5-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗнче наци музыкин, поэзийӗн, ӳнер ӑсталӑхӗн «Тӑван ен» республика фестивалӗ иртнӗ. Вӑл — асӑннӑ шкулӑн проекчӗсенчен пӗри.

Ӑна ҫулсерен нарӑсра ирттереҫҫӗ. Проекта 2009 ҫулта пуҫарнӑ. Пилӗк ҫулта унта Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Улатӑрти, Етӗрнери музыка шкулӗсем, ача-пӑча ӳнер шкулӗсем шкулӗсем хутшӑннӑ. Концерт программине Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ училищӗре вӗренекен студентсем те пуянлатнӑ. Хальччен ирттернӗ фестивальсене Ф.М.Лукин, Г.Я.Хирпӳ композиторсем, Я.Г.Ухсай поэт 100 ҫулт тултарнисене халалланӑ.

2013 ҫултанпа «Тӑван ен» проект анлӑланнӑ. Халӗ ун ҫумне республикӑра инҫет мелӗпе ирттерекен чӑваш музыка литературин олимпиади тата ҫамрӑк музыка тата ӳнер тӗпчӗвҫисен, экскурсоведсен «Музӑсемпе калаҫни» республика конкурсӗ хутшӑннӑ.

Пиллӗкмӗш юбилейлӑ фестивале Г.С.Лебедев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халлалланӑ. Унта Канаш, Ҫӗрпӳ хулисенчи, Вӑрмар тата Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗсенчи вӗренекенсемпе вӗрентекенсем хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищин, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ӳнер факультечӗн, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн студенчӗсем сцена ҫине тухнӑ. Концертра чӑвашсен паллӑ ӳнерҫисен картинисен электронлӑ хӑтлавӗ пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче — Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Етӗрне, Канаш хулисенчи, Муркаш салинчи, Вӑрмар поселокӗнчи вӗренекенсем.

#Етӗрне, #Улатӑр, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #музыка шкулӗсем, #Шупашкар, #фестивальсем, #Ҫӗрпӳ, #Вӑрмар, #Ҫӗнӗ Лапсар, #ача-пӑча

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем