Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Шуракӑш» 25 ҫул тултарнине уявланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 23.02.2014 17:51 | 1859 хут пӑхнӑ
Культура Уявра / О. Цыпленков тунӑ сӑн
Уявра / О. Цыпленков тунӑ сӑн

Эрнекун, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи Оринин ял клубӗ ҫумӗнчи «Шуракӑш» ансамбле йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитнине палӑртрӗҫ.

«Шуракӑш» ансамбль 1988 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗнче пӗрремӗш хут пухӑннӑ, ӑна йӗркелесе яраканӗ тата ертсе пыраканӗ Владимир Михайлович Александров шутланать. Ҫав ҫулах, 1988 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче ҫӗнӗ ансамбль пӗрремӗш концертне лартнӑ. «Шуракӑш» районта кӑна мар, республикӑра та паллӑ ушкӑн. Хӑйӗн концерчӗсемпе вӑл Раҫҫейри ытти тӑрахсенче те пулса курнӑ. Чикӗ леш енче те пӗрре мар концерт лартнӑ: Турцире, Белоруссире, Молдовӑра (Гагаузинче). Дагестанра, Алтайра, Липецкра тата ытти тӑрахсенче вал пулса курнӑ.

«Шуракӑш» коллектива саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Тимофеев Ростислав Николаевич, Оринин ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Волков Александр Сергеевич, Муркаш районӗн культуӑпа архив ӗҫӗн пай начальникӗ Чернова Елена Геннадьевна тата ыттисем ҫитрӗҫ. Уява видео ӳкерсе хутшӑннӑ Олег Михайлович Цыпленков каласа панӑ тӑрӑх ансамбле саламланӑ май пурте тенӗ пекех чӑвашла тухса калаҫрӗҫ, пӗр Чернова Елена Геннадьевна кӑна — вырӑсла.

Елена Геннадьевна пирки сӑмах хушас пулсан районти культурӑпа архив ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхне ларас умӗн вӑл вулавӑшсенче вӑй хунӑ. 1991–1993 ҫулсенче районти ача-пӑчасен тӗп вулавӑшӗнче методист пулса, 1993–1995 ҫулсенче Муркашри тӗп район вулавӑшӗнче аслӑ библиотекарь вырӑнӗнче, 1995 ҫултанпа — завудующий тата директор вырӑнӗсене йышӑннӑ. 2008 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Елена Геннадьевна администрацинче ӗҫлет. Хальхи вырӑна 2012 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен йышӑнать. Елена Чернова уйрӑмах «Шуракӑш» ансамбле хӑруш ура хунипе палӑрса тӑрать. Ӑна пула коллектив тӗрлӗ тӑрӑхсене йывӑрлӑхсемпе лекет. Каяс умӗн кӑна мар, ансамбль концертсем ӑнӑҫлӑ парса таврӑнсан та кайран «хӑйне итлемен ушкӑна» тавӑрас тесе самай тӑрӑшать. Ҫавӑнпах пулӗ «Шуракӑш» ансамблӗн юбилейӗ пирки информаци ял тӑрӑхӗн сайтӗнче кӑна пур, район сайтӗнче вара — ҫук.

Эпир «Шуракӑша» ӑнӑҫусем сунатпӑр, малашне тата та пысӑкран ҫитӗнӳсем пуласса шанатпӑр.

Сӑнсем (О. Цыпленков, «Пӗркласрисем» тетел, 202)

#Муркаш районӗ, #юбилейсем, #Шуракӑш, #Оринин, #Оринин ял тӑрӑхӗ, #концертсем, #уявсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем