Ҫынна тапӑнни, ӑна ҫаратни е хӗнени пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче час-часах вуласа пӗлме пулать. Шел те, усал шухӑшлӑ ҫынсем пирӗн хушӑмӑрта пур ҫав. Уйрӑмах хуласенче сисчӗвленмелле, мӗншӗн тесен унта вӑрӑ-хурахла ӗҫсем чылай нумайрах пулаҫҫӗ. Ҫавӑнпах-тӑр тӳре-шара халӑх хӑрушсӑрлӑхӗшӗн сахал мар тӑрӑшать.
Шупашкарта «Хӑрушлӑхсӑр хула» программа пурнӑҫланать. Унпа килӗшӳллӗн общество йӗркине хӳтӗлемешкӗн, преступленисемпе кӗрешмешкӗн техника тата электрон тытӑмсемпе усӑ кураҫҫӗ.
«Полицейскисен кӑвак маякӗсем» кӑвак тӗслӗ плафонсене аса илтереҫҫӗ. Вӗсене халӗ хулари тӗрлӗ объектра вырнаҫтараҫҫӗ. Мӗн тума кирлӗ-ха вӗсем? Полици ушкӑнне чӗнме.
Кама та пулин йӗрке хуралҫисен пулӑшӑвӗ кирлӗ тӗк — вӑл кӑвак маяк лартнӑ объект ӗҫченӗ патне пыма, унтан полицейскисене чӗнсе пама ыйтма пултарать. Наряд нумай кӗттермӗ — вырӑна темиҫе минутранах ҫитӗ. Хур курнӑ ҫын сӑтӑрҫӑн паллисене астуса юлсан ӑна ҫийӗнчех тытса чарас шанӑҫ темиҫе хут ӳсет.
Шупашкар хулинчи Мускав районӗнче хальлӗхе 100 ытла маяк вырнаҫтарнӑ. Экспертсен шухӑшӗпе маяксем полицейскисене вӑрӑ-хурахла ӗҫсене хӑвӑртрах уҫӑмлатма пулӑшӗ. Полицейскисен «кӑвак маякӗсене» малалла та вырнаҫтарӗҫ.