Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫемен Элкер ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет. Йӗпреҫсем хӑйсен ентешне астӑваҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ. Пысӑк Упакассисем юбилее паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Ялти вулавӑшра поэт пултарулӑхӗпе пурнӑҫне уҫса кӑтартакан уҫӑ альбом тунӑ.
Ҫемен Элкер — сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, драматург, публицист. Унӑн хайлавӗсене чылай чӗлхепе куҫарнӑ. Унӑн хайлавӗсене чӑваш литературин кӗнекине, хрестоматине кӗртнӗ май ачасем юратса вулаҫҫӗ. Пысӑк Упакассисем Ҫемен Элкер ятне нихӑҫан та манмӗҫ.
Поэт ҫуралса ӳснӗ урам, вӑл вӗреннӗ тата ӗҫленӗ шкул унӑн ячӗпе хисепленеҫҫӗ. Шкулта Ҫемен Элкер ячӗллӗ музей пур. Унта — сӑвӑҫӑн алҫырӑвӗсем, ҫырӑвӗсем, сӑнӳкерчӗкӗсем, картинисем, хальхи поэтсен, унӑн тӑванӗсен асаилӗвӗсем. Семен Васильевич ҫуралса ӳснӗ пӳрт умӗнче асаилӳ палли вырнаҫтарнӑ.
Поэт юбилейне уявлас тӗлӗшпе Йӗпреҫре чылай мероприяти иртмелле.