Паян 11 сӗхетре эпир К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче — вӑл Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ — пӗлтӗр иртнӗ «Чӑваш йӑмри» литература ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ ачасемпе вӗрентекенсене хисеп хучӗсемпе чысларӑмӑр.
Кашни ҫӗнтерӳҫе эпир картина, Чӑваш халӑх сайчӗпе «Сӑвар» наци культурин аталану фончӗ кӑларнӑ чӑвашла кунталӑк (календарь), унччен хамӑр кӑларнӑ кӗнеке парнелерӗмӗр. Малти вырӑна тухнисене 60х40 калӑпӑшлӑ картина, иккӗмӗш вырӑна тухнисене — 40х30 калӑпӑшли, виҫҫӗмӗш вырӑна тухнисене — 20х30 калӑпӑшли лекрӗ. Ҫавӑн пекех чыслава килнӗ вырӑн йышӑнман ачасене та ахаль хӑвармарӑмӑр — вӗсене кунталӑкпа тивӗҫтертӗмӗр. Тепӗр уйрӑмлӑх: хальхинче кашни ҫӗнтерӳҫӗ хӑйне валли парнене хӑй суйларӗ.
Чыслав вӗҫленес умӗн эпир ятарлӑ конкурса та пӗтӗмлетрӗмӗр — мероприяти умӗн литература ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ хайлавсем миҫе пин саспалли йышӑннине палӑртма ыйтрӑмӑр. Ку конкурсра Элӗк районӗнчи Шӗмшеш шкулӗнче вӗренекен Никита Никитин ӑнӑҫлӑ пулчӗ — ҫӗнтернӗ ятпа ӑна ятарлӑ парне лекрӗ (пурӗ 344 109 саспалли!). «Асамҫӑ йӑмра» сӑвӑ ҫырса вӑл унсӑр та 1-мӗш вырӑн йышӑннӑччӗ те, ҫапла май чыславран икӗ пысӑк картинӑпах киле кайрӗ.
Вӗҫӗнчен каласа хӑварас пулать: малашне эпир литература конкурсӗсене ирттерессинчен пӑрӑнас тетпӗр. Ҫавах та ку ӗҫе пирӗн хыҫҫӑн кам та пулин тӑсас тет пулсан эпир ӑна пулӑшма хатӗр — парнесемпе чыслассине, электронлӑ вулавӑша вырнаҫтарассине хамӑр ҫине илме пултаратпӑр. Сирӗн ытти ӗҫе тума тивӗ: ӑмӑртӑва йӗркелеме, хайлавсене хаклама, ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма. Фантастикӑлла литература конкурсӗнчен хӑталнин сӑлтавӗ малашне эпир ытларах тӗнче тетелӗнчи проектсемпе ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ. Кӑмӑл пур пулсан — np@chuvash.org адреспа ҫырӑр.
Ачасем валли концерт лартса паракан Муркаш районӗнчи «Хӗлхем» эстрада ушкӑнне (ертӳҫи Владимир Железнов), чыслав валли вырӑн уйӑрса панӑшӑн Чӑваш наци музейӗн директорне Меньшикова Ирина Петровнӑна (ҫырупа тухма пулашнӑшӑн — ЧНК-на), кӑмӑллӑн йышӑннӑшӑн Литература музейӗн заведующийне Оленкина Ирина Вячеславнӑна, видео тата фото ӳкерсе пулӑшнӑшӑн «Сӑвар ТВ» тетел телеканалне (ертӳҫи Олег Михайлович Цыпленков), ачасем валли экскурсисем ирттернӗшӗн Эльвира Ляпкина экскурсовода, хӑш-пӗр парнесемпе тивӗҫтернӗшӗн Чӑваш наци конгресне тата «Сӑвар» чӑваш наци культурин аталану фондне (ертӳҫи Тимӗр Тяпкин), суту ӗҫне йӗркелеме пулӑшнӑшӑн хамӑн йӑмӑка Елена Еремеевӑна, транспортпа тивӗҫтернӗшӗн Сергей Ситкова, чыслава килнӗ пур ачана та уйрӑм тав сӑмахӗ каласшӑн.
Сӑнсен пӗр пайне эсир «Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнчи «Сӑвар, чунҫӳрев» ушкӑнра тупма пултаратӑр (Олег Цыпленков ӳкернисем, 126), тепӗр пайне, Николай Плотников ӳкернине, кунтан (79) илме пултаратӑр. Видео хатӗрлесе ҫитернӗ хыҫҫӑн «Сӑвар ТВ» каналра пулӗ.