Пӗлӳ кунӗ — савӑнӑҫлӑ та пӑлхавлӑ уяв. Уйрӑмах аслӑ шкулӑн пусми ҫинче пирвайхи утӑмсем тӑвакан яш-кӗрӗмшӗн. Алла студент билечӗ тытасси, „студент” ятне илсе пултаруллӑ ҫамрӑксен ретне тӑрасси — яланлӑхах асра юлакан пӑлхавлӑ самант.
Чӑваш Патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗшӗн те авӑнӑн 1-мӗшӗ — хаваслӑ уяв. Ҫак кун факультетӑн туслӑ ҫемьи — вӗрентекенсемпе студентсем — кӑҫалхи пӗрремӗш курссене чысласа саламлама пухӑнчӗҫ.
Уява факультет деканӗ, филологи наукисен докторӗ В.Г. Родионов уҫрӗ, „пӗрремӗшсене” саламласа ҫирӗп вӑй-хӑват, чӑтӑмлӑх сунчӗ, тӑрӑшса пӗлӳ пухма сӗнчӗ. Декан саламӗпе хавхаланнӑ вӗрентекенсем те пӗр-пӗрин хыҫҫӑн тин-тин „пиҫсе тухнӑ” студентсене ырӑ сӑмахсем, кирлӗ сӗнӳсем пама тытӑнчӗҫ: вӗренӳре те, пур ӗҫре те ҫирӗп те вашават, хастар пулма хушрӗҫ, аслӑ курссене питех итлеме сӗнмерӗҫ. Вӗсем тӑрӑхласа „шӑн пӑр ҫине” те лартса яма пултараҫҫӗ иккен…
Студентсем тесен, уяв вӑхӑтӗнчне вӗсене те сӑмах пачӗҫ аслисем. Аслӑ курссен ячӗпе факультетӑн хастар та пултаруллӑ студенчӗсем — С.Черновӑпа Р.Тимофеева — тухса калаҫрӗҫ. Кӗҫӗннисене пӗрремӗш экзамен тытмасӑр чӑн-чӑн студент пулайманни пирки асӑрхаттарчӗҫ, йывӑр вӑхӑтра пулӑшу пама сӑмах пачӗҫ, нумай-нумай ырӑ сӑмах та кирлӗ сӗнӳсем пачӗҫ.
Уяв хаваслӑн иртрӗ, пур ҫӗрте те илемлӗ йӑл кулӑ ҫиҫрӗ, хаваслӑ сассем илтӗнчӗҫ… Мӗнех, пӗрремӗшсем, ӑнӑҫу сире! Пӗлӳ сукмакӗпе ҫирӗппӗн утасса, студентсен туслӑ йышне ҫӑмӑллӑнах кӗрессе шанас килет.
Такӑр ҫул сире, пӗрремӗшсем!
Migula // 2116.67.6260
2008.09.13 21:25 | |
Мĕнле чĕлхепе иртрĕ Пĕлӳ кунĕ? |