Ҫине-ҫинех… Мӗн пирки тетӗр-и? Каллех пушар пирки. Хальхинче пӑтӑрмах Етӗрне районӗнче пулнӑ.
Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 14.45 сехетре ҫӑлав службине пушар тухни пирки пӗлтернӗ. Етӗрне районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакан 58 ҫулти ҫыннӑн вите-сарайӗ ҫунма тытӑннӑ.
Чи малтан вырӑнти пушар чаҫӗн ӗҫченӗсем тата хур курнӑ ҫыннӑн ентешӗсем ҫитнӗ. Вӗсем хыҫҫӑн — РФ ИӖМӗн пушарнӑйӗсем. Брандмейстерсем ҫулӑма тепӗр сехетрен сӳнтернӗ. Пушар сарай тӑррине тата ун ҫинчи утта тӗп тунӑ. Шел те, ҫухатусӑр пулман. Пушарта 12 сысна ҫунса кайнӑ.
Ҫулӑм мӗн сӑлтавпа тухнӑ-ха? Электрооборудование тӗрӗс мар тунӑран. Кабельсене йӗркене пӑхӑнмасӑр вырнаҫтарнӑ, лампӑсем ҫинче плафон пулман.