Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Украина ҫыннисем Чӑваш Енре саккунсар майпа пурӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 04.03.2014 13:12 | 1194 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Украина гражданинӗ А. Раҫҫее 10 ҫул каялла килнӗ, Чӑваш Республикинчи Канаш хулинче пурӑнма тытӑннӑ. Анчах — саккунсӑр майпа. Арҫын ют ҫӗршыв ҫыннисем е гражданствӑсӑр сӑпатсем Раҫҫей Федерацийӗнче пулнӑ чухне правасене кӑтартакан саккуна пӑснӑ.

Ют ҫершыв ҫыннисем Раҫҫей Федерацийӗнче визӑсӑр 90 талӑк пурӑнма пултараҫҫӗ. Ҫӳлрех асӑннӑ Украина ҫынни вара? Канаш районӗн судне акӑ мӗнле ӑнлантарнӑ: 2004 ҫулта вӑл Канаш хулинчи паспорт сӗтелне кайнӑ, Раҫҫей гражданствине илме ирӗк ыйтнӑ-мӗн. Анчах унӑн ыйтӑвне пӑхса тухман. Унтан вара хӑй Украина гражданинӗн паспортне ҫухатнӑ пулать. Кун пирки вара йӗрке хуралӗн органӗсене пӗлтермен: административлӑ яваплӑхран хӑранӑ.

С. гражданинпа та ҫакнашкалтарах лару-тӑру сиксе тухнӑ. Унӑн та — Украина гражданстви. Арҫын 2012 ҫултанпа Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑннӑ, пирӗн ҫӗршывра пулмалли йӗркене пӑснӑ: миграци шутне тӑман, Раҫҫейре пулма юранине ӗнентерекен документсемсӗр пурӑннӑ, каялла таврӑнма хирӗҫленӗ, кунта саккунлӑ майпа пурӑнмашкӑн ирӗк илме миграци службине кайман. Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн административлӑ ҫакнашкал йӗркене пӑснӑшӑн ҫӗршывран вӑйпа кӑлараҫҫӗ.

Украина гражданинӗсене РФ патшалӑх границинчен каҫармашкӑн Мускаври «Домодедово» аэропорта илсе ҫитернӗ. Иккӗшне те административлӑ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ: 2 пин тенкӗ.

#Украина, #Канаш, #Ҫӗнӗ Шупашкар

 

Комментари:

Migulaj // 3525.97.4916
2014.03.05 09:27
Ку хыпар тарçисем хуçине юрас тенине кăтартать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем