Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Гуманитари институчӗ орфографи йӗркине ылмаштарма килӗшмен

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 05.03.2014 21:37 | 1813 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи Гуманитари институчӗ
Гуманитари институчӗ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем чӑваш орфографине ылмаштарассине хирӗҫ. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат хыпарлать.

Чӑваш чӗлхин правилисене ылмаштарас сӗнӗве (вӗсем, сӑмахран, хутӑш сӑмахсене пӗрлех ҫырмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ) Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсен ушкӑнӗ пуҫарнӑччӗ. ЧНК Шурсухалӗсен канашӗн кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче ку ыйтупа Денис Гордеев паллӑ ҫыравҫӑ тухса калаҫнине тӗнче тетелӗнчи видеоматериалсем тӑрӑх та паллашма май килчӗ. Ӑна Федор Мадуров скульптор, Анатолий Кипеч ҫыравҫӑ, Виталий Станьял чӗлхеҫӗ тата ытти паллӑ ҫын ырласа йышӑннине палӑртнӑччӗ. Пухӑва, сӑмах май, чӑваш чӗлхи вӗрентекенсенчен хӑшӗсем те пухӑннӑччӗ. Ӑслӑ ҫынсем калаҫнине тӑнласа лараканскерсем вӗсем хушша-хуппа кӗмерӗҫ. Орфографие ылмаштарассине Николай Егоров чӗлхеҫӗ хытах хирӗҫлерӗ.

Пуху хыҫҫӑн хастарсем ЧР Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи Юрий Попов патне ҫыру та янӑччӗ. Лару-тӑрӑва сӑнаса тӑракансем пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш парламенчӗн хӑшӗсем конгресс хастарӗсен шухӑшне ӑнланса йышӑннӑ. Ҫапах та Патшалӑх Канашӗ ҫак ыйтӑва республикӑн Культура тата Вӗренӳ министерствисенчен лайӑхрах татса пама пултаракан ҫук тенӗ-тӗр — вӗсене тата Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне шанса парас тенӗ.

#ЧПГӐИ, #чӑваш чӗлхи, #орфографи, #ЧНК

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1727.html
 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.05.17 18:20
Мĕншĕн вĕсем çав çыруна ЧР Патшалăх Канашĕн ертӳçи Юрий Попов патне ют чĕлхепе çырнă? Тăван чĕлхене хисеплеменни вăл - тĕнчере чи пысăк çылăх пулать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем