Ҫӗнӗ кӗнеке тухнине «Чӑваш халӑх сайчӗ» час-часах ҫутатать-ха. Кӗнеке кӑларкансем пирки халӑхра тӗрлӗрен йышӑнакансем те пурри вӑрттӑнлӑх маррине пытарар мар. Ун йышшисем: «Укҫа пулсан паян такам та кӗнеке кӑларӗ», — тесе шухӑшланине пӗрре кӑна мар илтнӗ.
Ку сӑмахра чӑнлӑхӗ ҫук мар-тӑр. Ҫапах та кӗнекепе кӗнеке пӗр мар-ҫке. Хӑшӗсем чӑннипех сумлӑ ӗҫсем пичетлеҫҫӗ. Теприсем, ав, пурӑннӑ чух кун ҫути кӑтартайман пӗр-пӗр авторӑн ӗҫне халӑх патне ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫапла ӗҫсен шутне Василий Димитриев историкӑн «Чувашский народ в составе казанского ханства: предыстория и история» (чӑв. Чӑаш халӑхӗ Хусан ханлӑхӗ вӑхӑтӗнче: умисторипе истори) кӗнекине кӗртмелле. Вӑл нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ.
Кӗнеке тӗшши ятӗнченех курӑнать темелле. Унта чӑваш тата тутар халӑхӗсем пуҫланса кайни пирки тавлашнисем вырӑн тупнӑ. Атӑлӑн сулахай енчи чӑвашсен ял-хулин списокӗ те кун ҫути курнӑ.
Серте Унтри // 3890.66.6211
2014.03.06 00:56 | |
Эсир, хальхи чăвашăн ют çĕртри, çум курăкĕпе хупланнă вилтăприсем пирки çырса кăтартăр. Кам çумлĕ, кам асăнма пырĕ вĕсен вилтăприйсем çине? |