Шупашкарта халӑха турттаракан транспортӑн чарӑнӑвӗнчи хӑш-пӗр павильонсене ылмаштарма палӑртнӑ. Пӗтӗмпе тӗп хулара тӑрӑллӑ 360 чарӑну шутланать. Вӗсенчен 20-ӗшне ҫитес вӑхӑтра улӑштарма палӑртнӑ.
Алюмини профилӗнчен тата кантӑкран тунӑ ҫӗнӗ чарӑнусем Шупашкар сӑнне илемлетӗҫ. Вӗсене Питӗрти организаци шухӑшласа кӑларнӑ. Производство ҫав хуларах вырнаҫнӑ. Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче «Дорэкс» АУО директорӗ унта ҫитсе килнӗ, производствӑпа, продукци пахалӑхӗпе паллашнӑ. Тӗлпулура хак, чарӑнусене хӑҫан вырнаҫтарасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Юлашкинчен Шупашкар тата Петербург организацийӗн ертӳлӗхӗпе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн организаци Шупашкар валли 20 павильон хатӗрлӗ.
Предприяти павильонсен пахалӑхӗ ҫирӗп пулнине ӗнентерет. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫакӑн йышши чарӑнусем ҫул-йӗр ҫинчи пӑтӑрмахсенчен те сыхлама пултараҫҫӗ. Ун ҫине автотранспорт кӗрсе кайсан вӑл авӑнать, машина ҫапӑннин вӑйне чакарать. Тепӗр пахалӑх та пур. Павильона кирек мӗнле вырӑнта та хӑвӑрт лартма пулать: 20 минут ҫеҫ кирлӗ. Кантӑкӗ нӳрӗке, ҫиле, юра витӗр ямасть.